Ведомствӑсен хушшинчи пӗрлехи информаципе статистика системи хӑш регионта ытларах эрех ӗҫнине тишкернӗ. Чӑваш Енре «хаяр шӗвеке» нумайрах ӗҫме пуҫланине палӑртнӑ.
Кӑҫалхи авӑн уйӑхӗнчи даннӑйсене илес тӗк, Раҫҫейри ҫын ҫулталӑкра 7,84 литр этанол ӗҫет. Чӑваш Енре ҫак тапхӑрта статистика ҫапларах: пӗр ҫын пуҫне 9,33 литр этанол ӗҫнӗ. Кӑҫал кӑрлачра ку 8,71 литрпа танлашнӑ. Ҫапла майпа кӑҫалхи 9 уйӑхра пирӗн регион Раҫҫейре эрех ӗҫесси ӳснипе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.
Чи сахал ӗҫекен регион – Чечня. Пирӗн кӳршӗ республикӑсене илес тӗк, Чӑваш Енрен ытларах Мари Эл этанолпа туслӑ-мӗн.