Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм усламҫӑ ултавҫӑсене 28 млн тенкӗ куҫарса панӑ. Йӑлтах икӗ эрне каялла пуҫланнӑ, ун патне «банк ӗҫченӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, банк унӑн счечӗ ҫинчи укҫана Украинӑна куҫарассине чарса лартнӑ. Ӗнентерме транзикаци докуменчӗн сӑн ӳкерчӗкне те ярса панӑ. Кайран хӗрарпа «ФСБ ӗҫченӗ» ҫыхӑннӑ: вӑл ӑна кивӗ счета хупса укҫана ҫӗнни ҫине куҫарма хушнӑ. Ҫитменнине, хӑратса пӗтернӗ: хушнине тумасан тӗрмене хупаҫҫӗ, ачине туртса илсе ача ҫуртне ӑсатаҫҫӗ-мӗн.
Хӗрарӑм кун хыҫҫӑн банка кайнӑ, счечӗ ҫинчи 20 млн тенке илнӗ. Унти ӗҫченсене вара суйнӑ: упӑшкинчен уйрӑлать, ҫавна май укҫана урӑх счет ҫине куҫарать-мӗн.
Кайран ҫак хӗрарӑм тата 8,7 млн тенкӗ кредит илнӗ. Ӑна та палламан ҫынсем каланӑ темӗнле счет ҫине куҫарнӑ. Ултавҫӑсем татах чарӑнман: тепӗр 5 млн тенкӗ ыйтнӑ. Хӗрарӑм тинех хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ
