Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енри крадиологсем EKOS текен ҫӗнӗ меслетпе пуҫласа операци тунӑ.
Операци сӗтелӗ ҫине выртнӑ хӗрарӑм Шупашкартан. 79 ҫулти Галина чӗрепе юн тымарӗсен чирне пула сывлама йывӑррипе нушаланнӑ. Ӑна пӗрре сывлӑш ҫавӑрса илме тем тӑнӑ.
Республикӑн кардиологи диспансерӗн тухтӑрӗсем ватӑ ҫыннӑн юн ҫывӑрса ларнине ультросасӑпа катетер лартса уҫса янӑ. Ку операцие вӗсем Чӑваш Енре унччен уса курман ҫӗнӗ технологие тӗпе хурса пурнӑҫланӑ.
«Пурӑнма, сывлама май пурри чӑн телей», — чунтан тав тунӑ тухтӑрсене кинемей.
