Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗк округӗнчи ҫамрӑк фермер тата блогер Кирилл Степанов РФ Ял хуҫалӑх министерстви йӗркеленӗ «МедиаПоле» наци премийӗн ҫӗнтерӳҫи пулса 1 млн тенке тивӗҫнӗ.
Палӑртмалла: финала 79 регионтан пурӗ 1500 ытла заявка килнӗ. Кирилл Степанов тусӗпе Максим Соколовпа пуҫарнӑ «Айда по деревням» туризм маршручӗ жюрие пайташӗсене тыткӑнланӑ. Ҫӗнсе илнӗ 1 млн тенкӗпе вӗсем туристсене ҫӗр каҫмалли условисем туса парасшӑн.
«Айда по деревням» проект питӗ интереслӗ. Вӑл хӑнасене чӑваш ялӗсемпе паллаштарма пулӑшать. Унта хутшӑнакансем фермӑсене кайса кураҫҫӗ, наци -апат-ҫимӗҫне тутанса пӑхаҫҫӗ.
