Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ял пурнӑҫӗ: Тӗллев: ялта хулари пек хӑтлӑ пурнӑҫа йӗркелесси

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 28.02.2026 12:15 | 48 хут пӑхнӑ
Ял пурнӑҫӗ
Ҫӑлкуҫ: cap.ru
Ҫӑлкуҫ: cap.ru

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ялсене аталантарасси пирки хӑйӗн шухӑшне пӗлтернӗ. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, ял ҫыннисен хулари пек пурӑнмалли майсем пулмалла. «Ку вӑл пирӗн инвестици меслечӗ: ҫын хӑйне меллӗ тата шанчӑклӑ туймалли, мегаполисри мӗнпур сервиссемпе усӑ курмалли, ҫав хушӑрах ялти пурнӑҫӑн мӗнпур лайӑх енӗсене сыхласа хӑвармалли тавралӑха йӗркелесси. Ҫак ӗҫе технологи тата республикӑри кашни ҫыншӑн уйрӑм майсем туса парассине тӗпе хурса малалла тӑсӑпӑр», — тенӗ вӑл.

Ҫак тӗллевпе килӗшӳллӗн «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» программа пурнӑҫланать. Унпа килӗшӳллӗн ялсенче культура ҫурчӗсемпе шкулсене юсанӑ. Ҫӗнӗ оборудовани илсе панӑ. Ҫавӑн пекех спортпа туслӑ пулмашкӑн футбол тата хоккей вылямалли вырӑнсем йӗркеленӗ.

Чӑваш Енри ял хуҫалӑх министрӗ Андрей Макушев пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак программа валли 2025 ҫулта 2,6 миллиард тенкӗ уйӑрнӑ пулнӑ. 2026 ҫул валли вара калӑпӑш 3,1 миллиард тенке ҫитнӗ.

Программа ял ҫыннисене пурӑнмалли ҫурт-йӗр туянма та пулӑшать. Пӗлтӗр 12 ҫемье ҫурт лартма укҫа илнӗ. Тата 31 ҫын ҫӑмӑл ял ипотекипе усӑ курнӑ.

Ял ҫыннисем хӑйсем те айккинче тӑмаҫҫӗ, ялсене илемлетме хутшӑнаҫҫӗ. Иртнӗ ҫул «Ниме» проектпа 1531 ӗҫ пурнӑҫланӑ. Ҫакӑ ял хуҫалӑхӗн социаллӑ яваплӑхӗ пысӑк пулнине кӑтартать.

#политика, #хӑтлӑх, #укҫа-тенкӗ, #Элтепер

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем