Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Ҫӗнӗ шӑпӑр ҫӗнӗлле шӑлать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Ӳсентӑрансем утрав ҫыранӗсене тинӗс кайӑкӗсен каяшне пула ҫирӗплетейреҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 16.03.2026 20:28 | 50 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
© Shutterstock/FOTODOM
© Shutterstock/FOTODOM

Голландири Ватт тинӗсӗнчи хӑйӑрлӑ утравсенче йӑва ҫавӑрнӑ тинӗс кайӑкӗсем хӑйсем сисмесӗрех тавралӑха улӑштараҫҫӗ. Кайӑксен каяшӗ хӑватлӑ удобрени пулса тӑнӑ. Вӑл ӳсентӑрансене хӑвӑртрах ӳсме пулӑшать, ҫапла май хӑйӑр ҫирӗпленет, дюнӑсем йӗркеленеҫҫӗ.

Утрехт университетӗнчи Флорис ван Рес тӗпчев ирттернӗ. Вӑл тупса палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑксем ӗрчекен вырӑнсенче курӑк ҫӑрарах ӳсет, кӳршӗри лаптӑксемпе танлаштарсан маларах симӗсленме пуҫлать. Азотӑн изотоп йышне тишкернӗ хыҫҫӑн ӳсентӑрансем валли питӗ кирлӗ ҫак япала шӑпах кайӑк каяшӗнчен — гуаноран — йӗркеленнине ҫирӗплетнӗ. Тинӗс кайӑкӗсен каяшӗнче йывӑр изотопсем йышлӑ пулнӑ, вӗсем хӑйӑр курӑкӗпе пырей пек ӳсентӑрансенче пухӑннӑ. Ҫак курӑксем ҫил вӗҫтерекен хӑйӑра ыттисенчен лайӑхрах тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫапла вара дюнӑсене йӗркеленме май туса панӑ.

Утрав ҫыранӗсене юхтарса каякан вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн кайӑк йӑвисем пур вырӑнта курӑк хӑвӑртрах ҫӗнӗрен ӳссе ларнӑ. Ҫакӑ тавралӑха малтанхи тӑрӑма таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫапла вара, кайӑксем утравсем ҫинче ахаль пурӑнмаҫҫӗ теме пулать, вӗсем утравсене ҫӗнӗрен чӗрӗлме пулӑшаҫҫӗ.

Барьерлӑ утравсенче тинӗс кайӑкӗсем тӗнчипех йӑва ҫавӑраҫҫӗ, ҫапла май ҫак пулӑм пӗтӗм тӗнчешӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ шутланать.

Тинӗс кайӑкӗсене тата вӗсен йӑвисене сыхласа хӑварни биологи тӗрлӗлӗхне аталантарни кӑна мар, ҫакӑ утрав ҫыранӗнчи экосистемӑсене ишӗлесрен тата тинӗс шайӗ ӳснинчен хӳтӗленмелли стратеги пулса тӑрать.

#тӗнчере, #Голланди, #утравсем, #ҫутҫанталӑк, #ӑслӑлӑх, #кайӑксем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем