Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: утравсем

Ӑслӑлӑх
© Shutterstock/FOTODOM
© Shutterstock/FOTODOM

Голландири Ватт тинӗсӗнчи хӑйӑрлӑ утравсенче йӑва ҫавӑрнӑ тинӗс кайӑкӗсем хӑйсем сисмесӗрех тавралӑха улӑштараҫҫӗ. Кайӑксен каяшӗ хӑватлӑ удобрени пулса тӑнӑ. Вӑл ӳсентӑрансене хӑвӑртрах ӳсме пулӑшать, ҫапла май хӑйӑр ҫирӗпленет, дюнӑсем йӗркеленеҫҫӗ.

Утрехт университетӗнчи Флорис ван Рес тӗпчев ирттернӗ. Вӑл тупса палӑртнӑ тӑрӑх, кайӑксем ӗрчекен вырӑнсенче курӑк ҫӑрарах ӳсет, кӳршӗри лаптӑксемпе танлаштарсан маларах симӗсленме пуҫлать. Азотӑн изотоп йышне тишкернӗ хыҫҫӑн ӳсентӑрансем валли питӗ кирлӗ ҫак япала шӑпах кайӑк каяшӗнчен — гуаноран — йӗркеленнине ҫирӗплетнӗ. Тинӗс кайӑкӗсен каяшӗнче йывӑр изотопсем йышлӑ пулнӑ, вӗсем хӑйӑр курӑкӗпе пырей пек ӳсентӑрансенче пухӑннӑ. Ҫак курӑксем ҫил вӗҫтерекен хӑйӑра ыттисенчен лайӑхрах тытса чарма пулӑшнӑ. Ҫапла вара дюнӑсене йӗркеленме май туса панӑ.

Утрав ҫыранӗсене юхтарса каякан вӑйлӑ ҫил-тӑвӑл хыҫҫӑн кайӑк йӑвисем пур вырӑнта курӑк хӑвӑртрах ҫӗнӗрен ӳссе ларнӑ. Ҫакӑ тавралӑха малтанхи тӑрӑма таврӑнма пулӑшнӑ. Ҫапла вара, кайӑксем утравсем ҫинче ахаль пурӑнмаҫҫӗ теме пулать, вӗсем утравсене ҫӗнӗрен чӗрӗлме пулӑшаҫҫӗ.

Малалла...

 

Тӗнчере
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Японири официаллӑ майпа палӑртнӑ утравӗсен шучӗ, ҫӗнӗ алгоритмпа шутланӑ хыҫҫӑн, тӗпчевҫӗсен шухӑшӗпе хальхи 6852 вырӑнне 14 125 пулӗ.

2023 ҫулхи Японин статистикин ҫулталӑк кӗнекипе килӗшӳллӗн, унта илсе панӑ 2022 ҫулхи ҫӗртмен 30-мӗшӗ тӗлне пухнӑ даннӑйсене илес пулсан, Японире пӗтӗмӗшле 377973,74 тв. ҫх лаптӑклӑ 6852 утрав шутланать. Чӑннине калас пулсан, Хонсю утравӗ хӑйӗн пысӑкӑшӗпе тӗнче шайӗнче ҫиччӗмӗш, халӑх йышӗпе иккӗмӗш шутланать.

Анчах та утравсен йышне шутлас меслет халӗ те 1987 ҫулта ҫыран хуралӗ тунӑ тӗпчев ҫинче никӗсленет. Унта вара ҫыран хӗррин тӑршшӗ 100 метр е ытларах пулнӑ утравсене кӑна асӑннӑ. Анчах та урӑххисем те пур, вӗсен виҫи пӗчӗкрех пулин те вӗсем ушкӑн-ушкӑн вырнаҫнӑ.

Шута илессине ҫӗнӗлле йӗркеленӗ чухне тип ҫӗрӗн электронлӑ карттипе, ҫавӑн пекех аэрофотоӳкерчӗкӗсемпе усӑ курнӑ, шӑп та лӑп вӗсенче 100 пин ытла утрав тупнӑ та.

Японишӗн ҫӗнӗ утравсем тупни ҫӗнӗлӗх мар — вӑл вӗсемшӗн хӑнӑхнӑ япала: вулкансем ӗҫлеме пуҫланӑ хыҫҫӑн хӑш-пӗрисем океан лаптӑкӗнчен тухаҫҫӗ. Тӗслӗхрен, 2021 ҫулхи ҫурлан 13-мӗшӗнче Фукутоку-Оканоба шыв айӗнчи вулкан вут-хӗп сапма пуҫласан 1 ҫухрӑма яхӑн диаметрлӑ ҫӗнӗ ҫӗр лаптӑкӗ йӗркеленнӗ.

Малалла...

 

Тӗнчере
© shutterstock.com
© shutterstock.com

Антарктидӑра хӑш-пӗр ӳсентӑран тӗсӗсем хӑвӑрт сарӑлнине асӑрханӑ, ҫакӑ полярлӑ экосистемӑсенче улшӑнусем пулса иртни ҫинчен пӗлтерет.

Ӑсчахсем Кӑнтӑр Оркней утравсен шутне кӗрекен Сигни утравӗ ҫинче ҫинче тӗпчев ирттернӗ те антарктика луговикӗ (Deschampsia antarctica) тата кито колобантусӗ (Colobanthus quitensis) 1960 ҫултанпа 2009 ҫул хушшинче 5 хут хӑвӑртрах сарӑлма тытӑннӑ тытӑннӑ. Ҫакна утрав ҫинче вӗсене таптаса ҫӳрекен тюленьсем сахалланнипе сӑлтавлаҫҫӗ.

2009 ҫулпа 2018 ҫул хушшинче ҫанталӑ ӑшӑннине пула ӳсентӑрансен сарӑлас хӑвӑртлӑхӗ 10 хута ҫитнӗ.

Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, Антарктида экосистеминче климатӑн кирек мӗнле улшӑнӑвӗ те тӳрех палӑрать — ӳсентӑран вӑйлӑрах сарӑлма пуҫласси пирки малтанах шухӑшланӑ, анчах калӑпӑшӗ ҫавӑн пекех пулӗ тесе шутламан. Ҫитес вуншар ҫул хушшинче ҫанталӑк ӑшӑнса пынине пула нумай лаптӑк пӑртан ирӗке тухӗ.

Сигни утравӗнчи тӗпчевсем кӑтартнӑ тӑрӑх ҫакӑн пек пуласлӑх пӗтӗм континента та кӗтме пултарать. Курӑк таврашӗ сарӑлнинче япӑххи нимӗн те ҫук пек туйӑнать пулин те вырӑнти ӳсентӑран тӗсӗсем инвазивлисемпе тупӑшма пултарайманнине асра тытмалла.

Малалла...

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 17

1926
100
Клементьев Александр Клементьевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1934
92
Абдуллин Мансур Зарифович, Ксыл-Чишма шкул директорӗ ҫуралнӑ.
1934
92
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
2001
25
Долгов Владимир Васильевич, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть