Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

«Хыпар» издательство ҫурчӗн ача-пӑча кӑларӑмӗсен редакцийӗ Ҫӗнӗ ҫул умӗн «Капӑр чӑрӑш» конкурс йӗркеленӗ. Ача-пӑча кӑларӑмӗсе6н редакторе Елена Атаманова «Контактра» халах тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен чылай вӗренекен хутшӑннӑ, ҫакӑ йӗркелӳҫӗсене питӗ савӑнтарнӑ.
«Ал ӑстисем пирӗн пӳлӗме ытарма ҫук хитре чӑрӑшсемпе тултарчӗҫ. Уйрӑмах Елчӗк, Патӑрьел, Йӗпреҫ, Комсомольски тата Шупашкар тӑрӑхӗсенчи шкул ачисем хастар пулчӗҫ», — тесе ҫырнӑ Елена Атаманова.
Ҫак кунсенче ҫӗнтерӳҫӗсене вырӑна ҫитсех чыслама тӗв тунӑ. Патӑрьелти 1-мӗш шкулти тата Елчӗк шкулӗнчи хастарсем дипломлӑ пулса тӑнӑ. Кӗҫех ытти тӑрӑха та ҫитсе килесшӗн, ҫӗнтерӳҫӗсене хавхалантарасшӑн.
