Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пӑрачкавра 17 ҫулти Михаил Вдовин юр айне пулнӑ хӗрарӑма ҫӑлнӑ. Халӗ ӑна куншӑн Инкеклӗ лару-тӑру министерствин наградине илме тӑратаҫҫӗ.
Ӗҫ-пуҫ ҫапла пулса иртнӗ. Нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Пӑрачкавра хӗрарӑм пӳрт тӑрринчи тумла пӑрӗсене ҫапса антарнӑ. Ҫав вӑхӑтра ун ҫине юр йӑтӑнса аннӑ. Телее, ҫакна 2 каччӑ асӑрханӑ. Инҫех мар иртсе пынӑ машина водителӗ те хӗрарӑм инкеке лекнине асӑрхаса пулӑшма васканӑ.
Ҫӑлавҫӑсем киличчен Михаил Вдовин пӑрлӑ юра ҫара алӑпах чавнӑ, алли юнланичченех суранланса пӗтнӗ. Ҫапах та вӑл хӗрарӑмӑн пуҫне чавса кӑларнӑ, вӑл сывласа янӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫитсен те Михаил вӗсене юра чавма пулӑшнӑ.
Каласа хӑварар: Михаил Вдовин Пӑрачкаври шкулта 11-мӗш класра вӗренет.
