Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти аэропорт пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче н ҫуркуннепе ҫуллахи режимпа ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ график юпа уйӑхӗн 24-мӗшӗччен пырӗ. Кун пирки Шупашкарти аэропортӑн пресс-служби хыпарланӑ.
Кӑҫал ҫӗршывӑн кӑнтӑр енчи регионӗсене самолетсем ытларах вӗҫӗҫ. Ҫав шутра – Сочие, Махачкалана, унсӑр пуҫне тата Калининграда та. Ҫӗршывӑн хӗвеланӑҫ енче вырнаҫнӑ ҫак хулапа вӑл тӑрӑха та туристсем кӑмӑллаҫҫӗ.
Шупашкарти аэропорт ют ҫӗршывсене вӗҫекен рейссене уҫасси пирки те калаҫу ирттерет-мӗн. Хальлӗхе хӑщ ҫӗршыв пирки уҫӑмлатман та, анчах «Ҫыхӑнура» форумра Бакупа Анталья хулисем пирки сӑмах пырать тесе асӑнса хӑварнӑ.
Ҫуркуннепе ҫуллахи сезонта Мускав, Санкт-Петербург, Сочи, Минеральные Воды, Сургут, Махачкала, Калининград тата Новосибирск хулисем пур.
