Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шупашкарти Чӑвашноснаб склад комплексӗнче ӗнер инкек пулнӑ: тӑрӑ йӑтӑнса аннӑ, унта ӗҫлекен арҫын айне пулса вилнӗ.
Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗнер ирхи 9 сехет ҫурӑра тӑрӑн пӗр пайӗ йӑтӑнса аннӑ (вӑл юр йывӑрӑшне пула ишӗлнӗ-мӗн) складра ишӗлчӗксене тасатнӑ чухне 35 ҫулти арҫын ҫине сиенленнӗ тӑрӑн тепӗр пайӗ ишӗлсе аннӑ. Вӑл тухтӑрсем ҫитиччен вилнӗ.
Ҫак арҫыннӑн тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, склад тӑрри кӑрлач уйӑхӗнчех юр йывӑрӑшне пула ишӗлсе аннӑ. Унтанпа рабочисем ишӗлчӗксене тирпейленӗ,тавара ҫӑлнӑ. Ертӳлӗх конструкцисем хавшак пулнине пӗлнӗ, ӗҫсем ҫапах малалла пынӑ. Ҫав кун арҫын обьектра ӗҫсене вӗҫлесе пынӑ, складӑн шалти кӗтесӗнчен чашӑк-тирӗке илсе тухмалли кӑна юлнӑ.
Вилнӗ арҫыннӑн мӑшӑрӗ, икӗ ача юлнӑ.
Халӗ Следстви комитечӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатать.
