Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.8 °C
Мулкачӑн хӑлхи вӑрӑм та хӳри кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӑслӑлӑх: Ача чухне ыттисенсен ютшӑнни эрех ӗҫес кӑмӑла ӳстерет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 09.04.2026 22:19 | 30 хут пӑхнӑ
Ӑслӑлӑх
Ҫӑлкуҫ: shisu_ka/Shutterstock/FOTODOM
Ҫӑлкуҫ: shisu_ka/Shutterstock/FOTODOM

Бингемтон тата Бригам Янг университечӗсен ӑсчахӗсем ача чухне ҫынран ютшӑнни ҫитӗнсен эрех ӗҫес кӑмӑла ӳстерме пултарнине палӑртнӑ. Тӗпчевҫисем йӗкехӳресем ҫинче эксперимент ирттернӗ. Вӗсене икӗ ушкӑна пайланӑ: пӗррисем хӑйсен йышӗнче ӳснӗ, теприсене вара пӗчӗк чухне уйӑрса усранӑ.

Ҫитӗнсен ыттисенчен ютшӑнса ӳснӗ чӗрчунсен хӑраса пӑшӑрханни вӑйлӑрах палӑрнӑ, вӗсем уҫӑ вырӑнсенчен пӑрӑннӑ. Каярахпа ӑсчахсем вӗсене шывпа спирт хутӑшӗнчен пӗрне суйласа илме сӗннӗ. Уйрӑмшарӑн ӳснӗ йӗкехӳресем эрехе нумайрах суйланӑ.

Ӑсчахсем ку чӗрчунсен пуҫ мимийӗ мӗнле ӗҫленине тӗпченӗ. Эрех ӗҫсен вӗсен дофамин шайӗ сахалрах улшӑннӑ. Ҫавӑнпа та тивӗҫлӗ витӗм илес тесе вӗсен организмне ытларах спирт кирлӗ пулнӑ. Пӗчӗк чухнехи стресс пуҫ мимин химилле реакцине тӗплӗн улӑштарнӑ.

Малашне тӗпчевҫӗсем ҫак улшӑнусен никӗсӗнчи белоксемпе клетка процесӗсене тӗпчеме палӑртаҫҫӗ. Ку эрех чирӗнчен сиплемелли ҫӗнӗ меслетсем тупма пулӑшмалла, уйрӑмах — ачалӑхри йывӑрлӑхсемпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрура.

#эрех, #ӗҫкӗ, #ӑсчахсем, #тӗпчевсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем