Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Пурнӑҫ элеменчӗсене хамӑрӑн кил таран илсе килсе пама ыйтас кӑмӑл пур-и? Ҫапла пулсан, Рюгу астероид пирӗн пата вӗҫсе килессе кӑна кӗтмалле. Тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫекен ҫак япалара тупнӑ тӗпчев материалӗсенче Хоккайдо университечӗн (Япони) ӑсчахӗсем пурӗ пилӗк нуклеотид тупнӑ. Вӗсем ДНК, РНК тата пурнӑҫӑн ытти пайӗсен никӗсӗ шутланаҫҫӗ.
Японири «Хаябуса-2» космос аппарачӗ Рюгу ҫине 2018 ҫулта ҫитнӗ. Ҫак астероидӑн хӑш-пӗр пайӗсене вӑл илнӗ те 2020 ҫулта Ҫӗр ҫине ҫитернӗ. Ҫав вӑхӑтранпа тӗпчевҫӗсем Ҫӗр чӑмӑрӗн тулашӗнчи материалсене тӗпчеҫҫӗ.
Ҫӗнӗ ӑслӑлӑх статйин авторӗсем икӗ тӗпчев материалне тишкернӗ. Пӗрине астероид ҫийӗнчен илнӗ пулнӑ, теприне — унӑн ҫийӗ айӗнчен.
Вӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, икӗ пайра та пӗтӗм пилӗк азот никӗсӗ тӗл пулать. Ҫак ҫыхӑнусем сахӑрпа тата фосфор йӳҫекӗпе пӗрлешсен нуклеин йӳҫекӗсем йӗркелеҫҫӗ, шӑпах хайхи ДНК тата РНК текеннисене.
«Хӗвел системинчи астероидсенче ДНК хатӗрлеме май паракан пайсем пур пулсан, миллиард ҫул каялла вӗсем Ҫӗр ҫине лексе пурнӑҫ пуҫлас енӗпе пулӑшу кӳме пултарнӑ», — пӗлтерет хӑйен шухӑшне ҫак тӗпчев ӗҫне хатӗрленӗ авторсенчен пӗри Ясухиро Оба.
Малтан ытти ӑсчахсем те метеоритсенче тата Бенну астероид материалӗсенче «пурнӑҫ элеменчӗсене» асӑрханӑ. Ҫав тӗпчев материалӗсенче вара нуклеотидсен йышӗ тӗрлӗрен пулнӑ. Ӑсчахсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ҫыхӑнусене тӗплӗн тӗпчени тӗнче уҫлӑхӗнче вӗҫекен япаласем епле пулнине ӑнланма пулӑшӗ тесе шутлаҫҫӗ.
Япони ӑсчахӗсен шухӑшӗпе, Рюгу ҫинче тата ытти астероидсенче ДНКпа РНК пайӗсем кӑна мар, хӑй молекулисем те пулма пултараҫҫӗ.
«Астероидсенче нуклеин йӳҫекӗсем пек кӑткӑс органикӑллӑ молекулӑсем йӗркеленме пултарассине шанма пулать», — хушса каланӑ Ясухиро Оба.
