Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

ЧР Цифра министерстви ачасемпе ҫамрӑксем валли чӑвашла ҫырнӑ хайлавсен алҫырӑвӗсен конкурсне ирттересси пирки пӗлтернӗ.
Унта автор пӗччен е ушкӑнпа хутшӑнма пултарать. Алҫырӑвӗсене виҫӗ номинаципе йышӑнаҫҫӗ: шкул умӗнхи тата кӗҫӗн классем валли ҫырнӑ хайлавсем (ҫӗнтерӳҫӗ 50 пин тенкӗ парӗҫ), вӑтам классенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (ҫӗнтерӳҫӗ 75 пин тенкӗ парӗҫ), аслӑ классенчи ачасем валли ҫырнӑ хайлавсем (ҫӗнтерӳҫӗ 75 пин тенкӗ парӗҫ).
Авторӑн кашни номинацире пӗр хайлав кӑна тӑратма ирӗк пур. Вӗсене ҫу уйӑхӗн 15-30-мӗшӗсенче йышӑнаҫҫӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон: (8352) 56-50-57 (2537 хушмалла). Е тӗплӗнрех ЧР Цифра министерствин сайтӗнче пӗлме май пур.
