Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шкулта ачасене пӗлӳ тӗнчине тӗрлӗ майпа илсе кӗртеҫҫӗ. Вӗрену кӗнекисене татти-сыпписӗр шӗкӗлченипе пӗрлех культура мероприятийӗсем урлӑ та вӑл е ку пахалӑха ӑша хывма пулать. Шӑпах ҫапла хакламалла та Шупашкарти 40-мӗш вӑтам шкулта чӑваш концерчӗ иртнине.
Вӗренӳ заведенийӗнчи сцена ҫине ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче «Ҫавал» эстрадӑпа фольклор ушкӑнӗ тухнӑ. Пултарулӑх ушкӑнӗ Чӑваш патшалӑх филармонийӗн артисчӗсенчен тӑрать. Ушкӑн чӑваш юрри-ташшине куракансем патне эстрада урлӑ илсе ҫитерет. Шкулти концертра артистсем авалхи тата паянхи юрӑсене шӑрантарнӑ. Вӗсен илемлӗ тумӗ те мӗне тӑрать!
«Пирӗн шутпа, ҫакӑн пек концертсем чӑваш чӗлхипе халӑх культурине ӑнланма май параҫҫӗ», — тесе петӗмлетнӗ шкул халӑх тетелӗнчи хӑйӗн пабликӗнче.
