Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче республикӑри профӑсталӑх конкурсӗсен ҫӗҫтерӳҫисене чысланӑ.
Кӑҫал «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» ята Ҫӗнӗ Шупашкарти 19-мӗш шкулти математика учителӗ Татьяна Тарасова тивӗҫнӗ. «Ҫулталӑк воспитателӗ» – Муркаш огругӗнчи 3-мӗш ача пахчинче ӗҫлекен Ольга Петрова.
«Чи лайӑх учитель-дефектолог» – Шупашкарти 2-мӗш ача пахчинчи Анастасия Яковлева.«Чи лайӑх тьютор» – Шупашкарти 5-мӗш гимназири Марина Аржанцева. «Тӑван чӗлхен чи лайӑх вӗрентекенӗ» – Шупашкарти 62-мӗш шкулти Роза Морозова. «Педагогика дебючӗ» номинацире Хӗрлӗ Чутай шкулӗнчи Юрий Ярадаев мала тухнӑ.
«Чи лайӑх методист» – Шупашкарти апатлану технологийӗпе коммерци техникумӗнчи Елена Бойкова. «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ӗҫлекен чи лайӑх педагог» – Шупашкарти 2-мӗш шкулти Максим Романов.
