Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗнер Чӑваш Енре «Сик! Тух!» этноуяв иртнине эпир пӗлтернӗччӗ-ха. Муркаш районӗнчи «Солнышко» (чӑв. Пӗчӗк хӗвел) ача пахчинче те ку уява анлӑн ирттернӗ. Ӑна ирхи утренник евӗр йӗркеленӗ. Массӑллӑ куравсем йӗркелекен Сергей Каликов режиссёр пӗчӗкскерсене чӑвашсем вӑййа тухни тата ача-пӑчан вӑййи ҫинчен пӗчӗккисем ӑнланмалла каласа кӑтартнӑ.
Арҫын ачасемпе хӗрачасем аслӑ ҫыннӑн сӑмахне итлесе ларнӑ ҫеҫ мар, вӗсем валли пӗчӗк уяв туса панӑ. Унта вӗҫем пурте чӑвашла тумланса хутшӑннӑ. Чӑн-чӑн пукане евӗр вӗсем.
