Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Чурпайпа Кӑнна Кушкин туслӑх кӗперӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 10.11.2013 09:19 | 1754 хут пӑхнӑ
Культура

Чӑваш театрӗпе киноне йӗркеленӗ Иоаким Максимов-Кошкинский ҫуралнӑ Тутар Республикинчи Кӑнна Кушки ялне кайма Етӗрне районӗнче пурӑнакансем тахҫанах ҫитсе килме ӗмӗтленни пирки пӗлтерет Етӗрнери тӗп вулавӑш ертӳҫи Н.А. Долгова. Мӗншӗн шӑпах етӗрнесем текенсене пӗлтерер — Максимов-Кошкинский мӑшӑрӗ — чӑваш хӗрарӑмӗсенчен кинора пӗрремӗш хут ӳкерӗннӗ Тани Юн Етӗрне районӗнчи Чурпай ялӗнче ҫуралнӑ.

Чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вара ҫав тӑрӑхрисем Тутарстана тухса кайнӑ. «Туслӑхпа юрату кӗперӗ: Чурпай — Кӑнна Кушки» ят панӑ литературӑпа театр ретро-вояжне Етӗрне райадминистрацийӗн пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен Алиса Иванова ертсе пынӑ. Ҫывӑх мар ҫула кайма май килнинче ҫӳлерех асӑннӑ проекта пурнӑҫа кӗртме республика Элтеперӗн гранчӗ уйӑрса пулӑшнине палӑртмалла.

Кӑнна Кушкинче чӑвашсене чӑваш, вырӑс, тутар, ирҫе халӑх тумӗсене тӑхӑннӑ хӗрсем ҫӑкӑр-тӑварпа тата сӑрапа, ҫавӑн пекех тутарсен чак-чак текен ҫимӗҫӗпе кӗтсе илнӗ. Экскурси Иван Яковлев музейӗпе паллашнинчен пуҫланнӑ. Вӑл ҫуралнӑ ҫурта, ӑна халӗ часовньӑна ҫавӑрнӑ, кӗрсе тухнӑ. Кунсӑр пуҫне вырӑнти шкулта, вулавӑшра, ялти паллӑ ҫынсене асӑнса лартнӑ мемориал комлексра пулнӑ.

Кайран етӗрнесем Кӑнна Кушкинчи культура ҫуртӗнче «Тӗпсӗрлӗх ҫийӗн ҫӗкелннисем: Тани Юн тата Максимов-Кошкинский» литературӑпа театр куравӗпе паллаштарнӑ. Мероприятие вырӑнти ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Сергей Гаврилов тата Теччӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ильдар Фаткуллов хутшӑннӑ.

#Тутарстан, #Кӑнна Кушки, #Етӗрне районӗ, #Чурпай, #экскурсемсем, #Етӗрне

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем