Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ыран, утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Шупашкар хулинче сирена янӑрӗ. Анчах пур ҫӗрте те мар – Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӑнче кӑна.
Ҫак сасса илтсен ан хӑрӑр: ку – планра палӑртнӑ тӗрӗслев. Шупашкар хула администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, сирена 10 сехетрен пуҫласа 11 сехетчен янӑрӗ. Ҫапла майпа нумаях пулмасть Мускав ҫыран хӗрринче тата Юрӑ уйӗнче вырнаҫтарнӑ сирена хатӗрӗсене тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫынсене лӑпкӑ пулма ыйтаҫҫӗ.
Сӑмах май, унти сиренӑсене пӗр уйӑх каялла тӗрӗсленӗ ӗнтӗ.
