Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Клара Чекушкина паян 85 ҫул тултарнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 12.01.2026 14:44 | 47 хут пӑхнӑ
Персона
Клара Чекушкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк
Клара Чекушкина архивӗнчи сӑнӳкерчӗк

Паян Клара Чекушкина юрӑҫ 85 ҫул тултарнӑ.

Клара Ивановна Патӑрьел районӗнчи Хирти Шӑхаль ялӗнчек 1941 ҫулта ҫуралнӑ. Шупашкарти тата Чулхулари (ун чухне Горький ятлӑ пулнӑ) пединститутсенче вӗреннӗ.

Вӑл Чӑвашоблсовпрофра аслӑ методист та, агрегат завочӗн клубӗнче методист та пулса ӗҫленӗ. Анчах халӑх ӑна юрӑҫ пулнӑран пӗлет. Концертсемпе вӑл ют ҫӗршывсенчи (Чехословаки, Венгри, Финлянди, Япони тата ытти те) сцена ҫине те тухнӑ. Мускаври, Ирландири пӗтӗм тӗнчери фестивальсенче лауреат пулса тӑнӑ.

Клара Чекушкина — Чӑваш Республикин тата Раҫҫейӗн культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ.

Юбиляра Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрӗн сайтӗнче ӑшшӑн саламласа ҫырнӑ. Юлашки ҫулсенче Клара Чекушкинӑна асӑннӑ центрӑн социаллӑ ӗҫченӗ киле пырса пӑхса пулӑшать.

#юбилейсем, #ваттисем, #юрӑҫсем, #Шупашкар, #саламсем, #Патӑрьел районӗ, #Хирти Шӑхаль, #Ирланди, #Чехословаки, #Венгри, #Финлянди, #Япони, #Мускав, #Чулхула, #Шупашкар

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем