Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Марина Карягина тележурналист Виталий Станьял патӗнче пулнӑ. Кун пирки вӑл халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
«Сирӗн саламӑра ҫитертӗм. Пурне те хирӗҫ салам калама ыйтрӗ.
Никитинсем тӑван ялӗнчи ҫуртра ҫу каҫаҫҫӗ. Кил пирӗштийӗ, Зоя Петровна, пире тараватлӑн сӑйларӗ, хыҫа юлнӑ пуян та кӑткӑс кун-ҫулӗ ҫинчен каласа пачӗ. Вӗсем пӗрлешнӗренпе ҫитес уйӑх вӗҫӗнче 50 ҫул ҫитет! Мӑшӑра ылтӑн туй ячӗпе патшалӑх та саламласса шанатпӑр.
Виталий Петрович тӑватӑ хут инсульт, пӗр хут инфаркт чӑтса ирттерсе ура ҫине тӑнӑ! Тем те тӳснӗ ҫирӗп ӑрӑвӑн паттӑр ывӑлӗ, вӑрҫӑ ачи! Ҫӗре ҫити пуҫа таятӑп.
Канӑҫсӑр шухӑшлавҫӑ паянхи кун сулахай аллин пуҫ пӳрнипе сас паллисене пӗрерӗн-пӗрерӗн пусса ҫӗнӗ алҫырӑвне пичетлет», — тесе хыпарланӑ вӑл.
