Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Сума сусан, тӑрӑшнине шута хурсан ҫын хавхаланать, унӑн тата тӑрӑшсарах тар тӑкас килет.
Чӑваш Енри икӗ ҫынна культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ят панӑ. Кун пирки калакан хушӑва республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче ӗнер вырнаҫтарнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ала пуснӑ.
Хисеплӗ ята тивӗҫнисенчен пӗри — Людмила Статкевич. Людмила Александровна Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институчӗн культура колледжӗнче преподаватель пулса тӑрӑшать.
Хисеплӗ ята ҫавӑн пекех Ирина Хромченко (сӑнӳкерчӗкре) тивӗҫнӗ. Ирина Викторовна Улатӑртан. Вал унти Культура ҫуртӗнче халӑх ташӑ ансамбльне ертсе пырать.
