Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗнче тетелӗ: Ҫӗнӗ сайт хута кайнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 03.09.2026 13:08 | 48 хут пӑхнӑ
Тӗнче тетелӗ

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ҫак кунсенче ҫӗнӗ сайт хута ячӗ. Вӑл «Ман пултарулӑх» ятлӑ. Тӗллевӗ: авторсене хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарасси. Енчен те «Электронлӑ вулавӑша» хайлавсене администраци вырнаҫтарать пулсан, кунта кашни хӑй вырнаҫтарма пултарӗ. Сайт чӑвашла хайлавсене кӑна йышӑнать.

Ҫӗнӗ проекта Чӑваш халӑх сайчӗ 21 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ. Ку вӑл хӑйне евӗр парне. Ӑна ӑсталама ИИ пулӑшнӑ. Ҫапла май «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» ИИ-пе усӑ курса чӑвашла сайт ӑсталама май пуррине тӗрӗсленӗ. Сайта хатӗрлес ӗҫӗн пӗр пайӗ чӑвашла пулса иртнӗ — ИИ чӑвашла мӗн ыйтнине пӗтӗмпех пурнӑҫланӑ. Кунашкал сайт ӑсталама пурӗ виҫӗ кун кӑна кирлӗ пулнӑ.

Сайт интерфейсӗ виҫӗ чӗлхеллӗ. Авторизациленме ВК-ри е Яндексри аккаунт кирлӗ. Сайтӑн тытӑмне ҫапла йӗркеленӗ: Ярӑм (кӗнекесен пуххи) — Кӗнеке — Хайлав — Сыпӑк. Кунашкал тытӑм чылай хайлава вырнаҫтарма ирӗк парать. Сайтра сӑвӑллӑ хайлавсем те, прозӑллисем та, куҫарусемпе пьесӑсем те кӗртме пулать. Сайтӑн хальхи адресӗ: https://samlib.chuvash.org. Кашни ун ӗҫӗпе паллашма пултарать.

#ЧЧЛ, #сайтсем, #чӑваш чӗлхи, #пултарулӑх

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://samlib.chuvash.org/
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем