Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗмӗрле хулинче пурӑнакан 80 ҫулти хӗрарӑм мобильлӗ пункта сывлӑхне тӗрӗслеме пынӑ. Вӑл хӑйне аванах туйнӑ-ха, анчах тухтӑрсем юн пусӑмне тӗрӗсленӗ те –тонометр 218/102 кӑтартнӑ. Курсӑр пуҫне унӑн аритми пулнӑ.
Ватӑ хӗрарӑма тӳрех ЭКГ тума тата терапевт патне янӑ. Унтан вара ӑна Ҫӗмӗрлери медицина центрне ӑсатнӑ. Медцентрти тухтӑрсем пациентӑн чӗре таппине йӗркене кӗртнӗ те урӑх эмелсем ӗҫме ҫырса панӑ. Халӗ ватӑ хӗрарӑм хӑйне аванах туять.
Тухтӑрсем каланӑ тӑрӑх, аритми (выр. «мерцательная аритмия») чылай чухне симптомсемсӗр иртет, анчах вӑл инсульт патне илсе ҫитерме пултарать.
Шурӑ халатлисем ҫакна та аса илтереҫҫӗ: 40 ҫултан иртсен юн пусӑмне, юнри холестерин тата сахӑр шайӗсене пӗрмаях тӗрӗслесе тӑмалла.
