Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Патшалӑх Канашӗн ҫӗнӗрен суйланнӑ йышӗ председатель пулма Леонид Черкесовах шаннӑ. Вал унччен те депутат пулнӑччӗ, унччен те чӑваш парламенчӗн спикерӗ пулса ӗҫленӗччӗ.
Председатель пулма халӗ те, пилӗк ҫула каяллахи евӗрех, виҫӗ кандидата сӗннӗ. Вӗсем: Леонид Черкесов, Александр Андреев тата Константин Степанов. Пуринчен ытла сасӑ пухса хальхинче те Леонид Ильич ҫӗнтернӗ.
Леонид Черкесов 1966 ҫулта Ҫӗмӗрле районӗнчи Турхан ялӗнче ҫуралнӑ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче медицина факультетӗнче вӗреннӗ, 2005 ҫулта вара вӑл Патшалӑх службин Атӑлд-Вятка академийӗнчен вӗренсе тухнӑ. Медицина наукисен кандидачӗ.
Ӗҫ биографине вӑл Шупашкарти агрегат завочӗн поликлиникинчи фельдшертан пуҫланӑ, васкавлӑ медицина пулӑшӑвӗн больницинче хирург пулса ӗҫленӗ, кайран ӑна Шупашкарти 7-мӗш больницӑн тӗп врачӗ пулма шаннӑ. Ун хыҫҫӑн вӑл карьера картлашкипе ҫӳлелле самай хӑпарнӑ.
