Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ӑмӑртусенче Чӑваш Республикин чысне хӳтӗлекен Камилла Нелюбова Раҫҫейри Гран-прире ылтӑн медаль ҫӗнсе илнӗ.
Аса илтерер: кӑҫалтан пӑр ҫинче эрешлесе ярӑнакан 18 ҫулти спортсменка тупӑшусенче Чӑваш Ен чысне хӳтӗлет. Ҫак кунсенче вӑл Хусанта иртекен Гран-прире кӗске программӑра иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ, хутӑш программӑра вара пуринчен те ирттерсе пьедесталӑн ҫулти картлашки ҫине хӑпарнӑ.
Палӑртса хӑварар: Камилла Нелюбова Краснодар крайӗнче ҫуралса ӳснӗ. Малтан ӑмӑртусенче вӑл хӑйсен регионӗшӗн тупӑшнӑ, унтан Мускав чысне хӳтеленӗ. Халӗ вара Шупашкарта Олимп резервӗсен 4-мӗш спорт шкулӗнче ӑсталӑхне туптать. Ҫапах та вӑл тренировкӑсене Мускаврах ирттерет.
Камиллӑн тренерӗсем Олимп чемпионӗсем Евгений Плющенко тата Аделина Сотникова пулнӑ, халӗ вара вӑл Дарья Гуреева тренер патӗнче ӑсталӑхне туптать.
