Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Юлташу хӑвӑнтан лайӑхрах пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫурт-йӗр: Культура эткерлӗхӗн ҫуртне 3 миллион тенкӗпе сутаҫҫӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.10.2026 14:42 | 26 хут пӑхнӑ
Ҫурт-йӗр
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре культура эткерлӗхӗ шутланакан ҫуртсенчен пӗрне сутаҫҫӗ. Сӑмах май каласан, ун пек ҫуртсем тӗрлӗ тӑрӑхра пур. Вӗсем Сӗнтӗрвӑрринче, Улатӑрта нумай. Анчах чылайӑшне юсаса ҫӗнетмелле.

3 миллион тенкӗпе сутма йышӑннӑ ҫурт — Пӑрачкаври учительсен семинарийӗ.

Ку ҫурт федераци пӗлтерӗшлӗ культура эткерлӗхӗ шутланать. Ӑна сутма ДОМ.РФ йышӑннӑ. Заявкӑсене чӳк уйӑхӗн 16-мӗшӗччен пухӗҫ, кама сутса яни чӳк уйахӗн 20-мӗшӗнче паллӑ пулӗ. Ҫӗнӗ хуҫан ҫуртӑн малтанхи сӑн-сӑпатне упраса хӑвармалла.

Икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурта вырӑс классицизмӗн стилӗпе Пӑрачкав вотчинин хуҫи, Петр Салтыков граф пулнӑ. Таврапӗлӳҫӗсем ӗнентернӗ тӑрӑх, 1833 ҫулта унта Александр Пушкин кӗрсе тухнӑ. 1872 ҫулта Илья Ульянов Атӑлҫи тӑрӑхӗнче учительсен чи малтанхи семинарийӗсенчен пӗрне уҫнӑ. Заведени шкул валли кадрсене 1951 ҫулчченех хатӗрленӗ.

#культура, #эткерлӗх, #ҫурт-йӗр, #Пӑрачкав районӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем