Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Европӑн космос агентстви Уйӑх ҫийӗнче йывӑр япаласене вырӑнтан вырӑна куҫарма хатӗрленӗ роботланӑ кран прототипне тӗрӗсленӗ.
Хатӗре Loader ят панӑ. Прототип Ҫӗр ҫинчи лару-тӑрура 30 кг таран ҫӗклет, пысӑкрах тулли виҫеллӗ механизмӗ вара Уйӑх ҫинчи пӗчӗкрех туртӑм условийӗсенче пӗр тонна таран таякан япалана 6 метр таран куҫарма пултарӗ. Конструкцинче икӗ шарнир сыпӑкӗпе икӗ ярса илмелли хатӗр пур. Ҫавӑн пекех чӑнкӑ вырӑнта ӗҫлеме крана тикӗслемелли система та пур.
Loader пирӗн планета спутникӗ ҫине Европӑн Argonaut анмалли аппарачӗпе пӗрле анма хатӗрленет. Миссие 2030 ҫулта пурнӑҫлама палӑртнӑ.
