Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Элӗк районӗнчи Ехремкассинчи вулавӑшра «Литературӑллӑ Чӑваш» конкурс иртнӗ май «Утатпӑр Ҫеҫпӗл ҫулӗпе» литературӑпа поэзи каҫӗ йӗркеленӗ.
Тӗлпулӑва Лидия Филиппован «Ҫеҫпӗл йӗрӗпе» кӗнекине халалланӑ. Кӑҫал вӑл «Самая читаемая книга в жанре поэзия» (чӑв. Поэзи жанрӗллӗ чи вуланакан кӗнеке) номинацире хутшӑнать.
Литературӑпа поэзи каҫне пӗр минут шӑп тӑнинчен пуҫланӑ. Вулавӑша пуҫтарӑннисем ҫапла майпа Владимир Терентьев (Тӑвӑл) поэта аса илнӗ.
Мероприятин тӗп хӑни вара Лидия Ивановна хӑй пулнӑ. Вал кӗнеке ҫинчен тӗплӗн каласа кӑтартнӑ. Унсӑр пуҫне Елена Геращенко композитор хутшӑннӑ. Вӑл кӗнеке хӑтлавӗ валли темиҫе хайлав ҫырнӑ.
Литеартурӑпа поэзи каҫне пуҫтарӑннисем ку мероприятирен тулли кӑмӑлпа саланнӑ.
