Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

178-мӗш маршрута, малтан Вӑрнарпа Элӗк хушшинче ҫӳренӗскере, Етӗрне хулине ҫити тӑснӑ. Ку чылай ҫыннӑн ыйтӑвне татса парать.
Ҫӗнӗ схема пысӑк ял-салана ҫыхӑнтарать тата «Никольски – Етӗрне – Нурӑс» ҫул хӗрринче пурӑнакан ҫынсене социаллӑ инфраструктурӑпа ҫыхӑнтарма май туса парать. Халӗ унта пурӑнакансем район пульницисене, шкулсене тата администраци центрӗсене пӗр автобуса ларсах ҫитме пултараҫҫӗ.
Чӑваш Республикин транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Максим Петров палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак йышӑнӑва ҫынсем ыйтнипе тунӑ. Ку маршрута тӑсни республикӑн ҫурҫӗр енӗ валли ҫӗнӗ майсем уҫать.
Халӗ ЧР транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗ перевозчика суйласа илме конкурс ирттерет. Маршрутр ҫинче пӗчӗк класлӑ икӗ автобус ҫӳрӗ, вӗсенчен пӗри резервра пулӗ.
