Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӑтӑрмахсем: Ҫӗнтерӳ паркне ватнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 17.11.2026 12:43 | 20 хут пӑхнӑ
Пӑтӑрмахсем
max.ru/channel_chuvashia_21 видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк
max.ru/channel_chuvashia_21 видеоран илнӗ сӑнӳкерчӗк

Ҫӗмӗрлере виҫӗ хӗрача (ҫапла-ҫапла, хӗрачасем) вырӑнти Ҫӗнтерӳ паркӗнчи тенкелсене тӳнтерсе ҫӳренӗ. Пӑтӑрмах видеокамера ҫине лекнӗрен пуҫтах пикесене тупса палӑртма йывӑр пулман. Вӗсем 12-14 ҫулсенчи виҫӗ хӗрача иккен.

Чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗнче каҫхи 9 сехетре вӗсем бетон никӗс ҫине вырнаҫтарнӑ тенкелсене тӳнтерсе ярса ҫӳренӗ. Тенкелсем «Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм» мемориал комплексӗнче пулнӑ. Вандализма ӳкерсе илнӗ видео тӑрӑх харсӑр хӗрачасене тупса палӑртнӑ. Унччен вӗсем пакунлисен аллине ҫакланман.

Материалсене халӗ йӗрке хуралҫисем патне ярса панӑ. Ҫул ҫитмен ҫав виҫӗ хӗрачана профилактика учетне тӑратӗҫ, ашшӗ-амӑшне ачисене йӗркеллӗ воспитани паманран ахӑртнех административлӑ майпа явап тыттарӗҫ.

#пӑтӑрмахсем, #ачасем, #Ҫӗмӗрле

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем