Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паян Чӑваш Республикинче хӑрушӑ авари пулнӑ. Шӑмӑршӑ округӗнче шкул автобусӗпе фура ҫапӑннӑ. Шел те, икӗ водителӗ те вилнӗ.
Авари паян 11:50 сехетре пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, фура водителӗ, 1977 ҫулта ҫуралнӑ арҫын, юраман вырӑнта хирӗҫ ҫул ҫине тухса шкул автобусӗпе ҫапӑннӑ. ГАЗ рулӗ умӗнче вара 1965 ҫулта ҫуралнӑ арҫын пулнӑ.
Ҫапӑннӑ хыҫҫӑн фура та, шкул автобусӗ те ҫунма пуҫланӑ. Икӗ водителӗ те йывӑр сурансене пула васкавлӑ медпулӑшу киличчен вилнӗ.
Юрать-ха, авари вӑхӑтӗнче шкул автобусӗнче ачасем пулман. Авари вырӑнне ЧР ШӖМӗн Патшалӑх автоинспекцийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Романов ҫитнӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа тӗпчеҫҫӗ.
