Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗрпӳ округӗнче электросамокатпа пыракан арҫын фура айне пулса вилнӗ.
Авари ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 17 сехетре «
«Атӑл» М-7 автоҫул ҫинче 693-мӗш ҫухрӑмра, Йӗкӗрвар ялӗ ҫывӑхӗнче пулнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫурмаприцеплӑ «МАН» фура ҫулпа хирӗҫ пыракан электросамокат ҫине пырса кӗнӗ. Арҫын йывӑр сурансене пула ҫавӑнтан, авари вырӑнӗнче, вилнӗ.
Фура рулӗ умӗнче 1991 ҫулта ҫуралнӑ арҫын ларнӑ.
Халӗ йӗрке хуралҫисем ку аварие тӗпчеҫҫӗ. Фура водителӗ тӗлӗшпе уголовлӑ ӗҫ пуҫарнӑ.
