Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Ҫӗнӗ Шупашкар хулинче пурӑнакан 67 ҫулти арҫын палламан ҫынсемпе телефонпа калаҫнӑ хыҫҫӑн 10 миллион тӗнкӗсӗр тӑрса юлнӑ. Ку укҫа хӑй пухнӑскер тата ашшӗ-амӑшӗнчен юлнӑскер пулнӑ.
Йӑлтах юпа уйӑхӗнче пуҫланнӑ. Налук парӑмӗ пур тесе ун патнӗ каҫӑ килнӗ. Кун хыҫҫӑн унпа палламан ҫынсем ҫыхӑннӑ. Вӗсем вӑрттӑн калаҫма тесе ӑна телефонӗ ҫине сарӑм лартма хушнӑ. Кайран документсем Украинӑпа ҫыхӑннӑ ҫынсен аллине лекнӗ теме пуҫланӑ. Куншӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ тесе хӑратнӑ, банкран пӗтӗм укҫана илме хушнӑ.
Арҫын арӑмӗпе пӗрле банка кайса 10 миллион тенке пайӑн-пайӑн илнӗ те курьерсене тыттарса янӑ. Банк ӗҫченӗсене вара ку укҫа сипленме кирлӗ тесе суйнӑ.
Палламан ҫынсем укҫана тавӑрса пама шантарнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ – шӑрши-марши те пулман. Вара тинех арҫын ултав серепине лекнине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ.
