Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Паллӑ историк, этнограф-тӗпчевҫӗ, ӑслӑлӑхӑн тава тивӗснӗ ӗҫченӗ, Чӑваш Республикин патшалӑх премийӗн лауреачӗ Леонид Александрович Таймасов профессор чӳк уйӑхӗн варринче 70 ҫул тултарнине И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче курӑмлӑ пысӑк фотовыставка уҫса палӑртрӗҫ. Вӑл кунта вӗреннӗ, халӗ нумай ҫулсем унтах вӗрентет. «Таймасов ырӑ ҫирӗп кӑмӑллӑ, ӑслӑ, сумлӑ профессор», теҫҫӗ унӑн вӗренекенӗсем.
Леонид Таймасов – Вӑрнар районӗнчи Мӑн Явӑшра чӳкӗн 15-мӗшӗнче, 1956 ҫулта, ҫуралнӑ. Вӑл, хӑй вӗреннӗ шкулта учитель, директор пулнӑ, чылай вӑхӑт Шупашкарти коопераци институтӗнче ӗҫленӗ.
Салам сана, сӑпайлӑ, ӗҫчен, пултаруллӑ чӑваш ачине! Вӑй-халу иксӗлмен-ха. Эппин, малалла тапса турт вӗрентӳ лавне!
