Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Пуррисем те ячӗшӗн кӑна тейӗн...

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Вера Эверкки 01.03.2014 16:05 | 1011 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Сусӑрсене патшалӑхӑн учрежденийӗсене тата ытти харпӑрлӑхлӑ организацисене кӗрсе ҫӳреме май туса парасси пирки калаҫаҫҫӗ-ха. Тахҫантанпах. Анчах Этем правине хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен уполномоченнӑй Юрий Кручинин пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтӑвӗ ҫав-ҫавах ҫивӗч.

Темиҫе ҫул каялла ҫак темӑпа материал хатӗрленӗччӗ те, яваплисем ун чух Совет самани вӑхӑтӗнче туса лартнӑ ҫуртсенче сусӑрсен нушине шута илменнине пӗлтерни аса килет. Ара, вӑл вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра таса-сывӑ ҫынсем кӑна ҫуралнӑ пулать те, сусӑрсем лавккана кӗрсе тухассине, вӗсен ҫӳҫ кастарма каяс килнине, мунча кӗрес килнине, аптекӑна тухса эмел туянмаллине тата ҫавӑн йышши вун-вун ыйтӑва шутах хурсах кайман. Ятарлӑ ҫуртсем туса панӑ-ха…

Юлашки ҫулсенче патшалӑх пирӗн хушӑмӑрта сусӑрсем те пуррине аса илчӗ темелле. Предприяти-организацисене кӗме пандуссем вырнаҫтарма пуҫларӗҫ. Анчах вӗсенчен хӑшӗсене ячӗшӗн кӑна тунӑн туйӑнать. Чирлӗ ҫын мар, сывви те хӑшӗсемпе хӑй тӗллӗн хӑпараймӗ.

Ҫак пӗтӗмлетӗве Этем правине хӳтӗлекен республикӑри уполномоченнӑй аппарачӗ Кручинин Йӗпреҫре пулнӑ чух тепӗр хут курса ӗненнӗ. Йӗпреҫ район администрацине, район прокуратурине, ШӖМӗн районти пайне, мировой судьясен ҫуртне, тӗп вулавӑша, нотариус кантурне, хӑш-пӗр аптекӑна, стоматологи пӳлӗмне, йӑла пулӑшӑвӗ кӳрекен ҫурта, газшӑн тӳлемелли абонент пунктне ҫитсе пӑхнӑ. Вӗсенчен хӑшӗсене кӗме пандус е пачах ҫук е пуррисем тӑрӑх та хӑпарма йывӑррине, мӗншӗн тесен пандус айккипе алӑпа тытӑнмалли пӑхса хӑварманнине асӑрханӑ. Урапапа пыракан ҫыннӑн каялла шуҫса каясси кӑна юлать… Тепӗр пандуса ытла чӑнкӑ вырнаҫтарни те меллӗ мар.

Сусӑрсен машинине лартма тесе уйӑрнӑ стоянкӑсенчен хӑшӗсене таса-сывӑ ҫынсемех машина лартса тухнӑ е вӑл вырӑнсенчи юра та тасатмаҫҫӗ-мӗн.

Йӗпреҫре палӑртнӑ кӑлтӑксем пирки уполномоченнӑй тытӑмӗ республика прокуратурине пӗлтерессине хыпарлать.

Сӑнсем (13)

#Йӗпреҫ, #Йӗпреҫ районӗ, #тӗрӗслевсем, #сусӑрсем

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем