Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Чӑваш Енӗн Юстици министерстви ҫемьесем мӗншӗн уйрӑлнине тишкернӗ. Ҫемье арканнин тӗп сӑлтавӗ кӑмӑл пӗр килменни, пурнӑҫа тӗрлӗрен хаклани тата мӑшӑрсем тепӗр ҫынпа ҫыхланни иккен. Ҫемьесенчен 70 процентӗнче арӑмӗсем пуҫарнипе арканать. Ҫапла пӗтӗмлетнӗ маларах асӑннӑ министерство уйрӑлакан ҫемьесене ятарлӑ анкета ыйтӑвӗсене хуравлама ыйтни тӑрӑх.
Анкетӑри ыйтусене кӑҫалхи ҫур ҫулта 1832 ҫын хутшӑннӑ, вӗсенчен 41,6 проценчӗ — арҫынсем. Ҫемье арканнин сӑлтавӗ шутӗнче — кӑмӑл пӗр килменни (27%), пурнӑҫа тӗрлӗрен хаклани (23%), мӑшӑрсем тепӗр ҫынпа ҫыхланни (14,6%), алкоголизмпа е наркоманипе чирли (8,4%). Мӑшӑрсенчен пӗри республика тулашӗнче ӗҫленипе те ҫемье арканать иккен — ун пеккине ыйтӑма хутшӑннисенчен 5,8 проценчӗ пӗлтернӗ. 5,5 проценчӗ ача ҫуккипе уйрӑлать. Укҫа ҫитменни те икӗ ҫулпа уттарать (5,1%). Ҫемьере алӑ ҫӗкленине тӳсеймесӗр 4,2 проценчӗ уйрӑлать. Пӗрле пурӑнма кӗтес ҫуккипе ҫемьесен 3,5 проценчӗ арканать.
