Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Бразили элчи Шупашкарта Вера Кузьминаран тӗлӗннӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 16.10.2014 17:14 | 1801 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Шупашкарта иртнӗ Пӗтӗм тӗнчери спорт канашлӑвне такам та килсе ҫитни каламасӑрах паллӑ. Бразилинчен Карлос Энрике Кардим эвчӗ пулнӑ.

Бразили ҫыннине Шупашкар пек пысӑк мар хуласенче те спорт сооруженийӗсене аван йӗркелни килӗшни тесе ӗнентерет Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби. Мускавра тата Питӗрте пулса курнӑскер Чӑваш Енӗн тӗп хулинче те ӑна ҫав тери лайӑх пуласса шанман та-мӗн. «Рио-де-Жанейрора тата Сан-Паулӑра кӑна пулнипе Бразилие пӗлеймӗн. Раҫҫее те пӗчӗк хуласене ҫитнӗ хыҫҫӑн кӑна ӑнланма май пур», — ҫапларах шухӑшлать иккен вӑл.

Карлос Энрике Кардим Чӑваш наци музейӗнче пулса чӑваш халӑхӗн историйӗпе, пурнӑҫӗпе, музыка инструменчӗсемпе, чӗрчунсен тӗнчипе, экономика аталанӑвӗпе паллашнӑ. Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнчи экспонатсемпе те вӑл чунтан кӑсӑкланнӑ. К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академии драма театрӗнче хӑна «Шанель Пике» спектакле пӑхнӑ. СССР халӑх артисткин Вера Кузьмина вылякан сӑнара уйрӑмах тӗлӗнсе йышӑннӑ иккен.

#элчӗсем, #хӑнасем, #Бразили, #академи драма театрӗ, #театрсем, #наци музейӗ, #музейсем, #Рио-де-Жанейро, #Сан-Пауло

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем