Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: ЧПУ Казахстанри аслӑ шкулсемпе ҫыхӑну йӗркелет

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Софья Савнеш 03.11.2014 17:55 | 1377 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх О.В.Егорова Казахстанри аслӑ шкулта
О.В.Егорова Казахстанри аслӑ шкулта

И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн археологи, этнографи тата регион истори кафедрин профессорӗ О.В.Егорова юпан 16-26-мӗшӗсенче Казахстан Республикинче пулнӑ. Унта вӑл ҫав ҫӗршыври аслӑ шкулсемпе ҫыхӑну йӗркелес программӑпа килӗшӳллӗн кайнӑ. Ку программӑпа килӗшӳллӗн Казахстанри чӑваш этнографине тӗпчеҫҫӗ. Кӑҫал ЧПУ тата Казахстанри Павлодар патшалӑх педагогика институчӗпе ҫыхӑнса ӗҫлеме килӗшӳ тунӑ.

Истори ӑслӑлӑхӗсен докторӗ О.В.Егорова чӑваш этнографине тӗпчес енӗпе палӑрса тӑрать. Вӑл шутра — чӑваш диаспори. Вӑл ертсе пынипе чылай ҫул тӗпчев проекчӗсем пурнӑҫа кӗреҫҫӗ.

О.В.Егорова Казахстанри аль-Фараби ячӗллӗ наци университечӗн истори, археологи тата этнологи факультетӗнче чӑвашсен этнографийӗ пирки лекци вуланӑ, вулавӑш тата музей ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ. Павлодарти С.Торайгыров ячӗллӗ патшалӑх университечӗн тата ҫав хулари патшалӑх педагогика институчӗн гуманитари факультечӗсенче ӑслӑлӑх тӗлӗшӗнчен ҫыхӑнса ӗҫлесси пирки, этнографи лекцийӗсемпе ылмашӑнасси ҫинчен калаҫнӑ.

О.В.Егорова Павлодарти Туслӑх ҫурчӗпе паллашнӑ. Унта 23 наципе культура пӗрлешӗвӗ ӗҫлет. Ҫав шутра — Чӑвашсен Павлодарти обществӑпа культура центрӗ. Профессор ҫулҫӳревре Казахстанра пурӑнакан чӑвашсем хушшинче этнографи тӗпчевӗ ирттернӗ.

#Казахстан, #ҫыхӑнусем, #ЧПУ, #вӗренӳ

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем