 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Раштавӑн 19-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутайри музейра районти таврапӗлӳҫӗсен канашӗн канашлӑвӗ пулчӗ. Унта районти культура пайӗн ертӳҫи Александр Самсонов, таврапӗлӳҫӗсем, ветерансем тата вӗрентекенсем хутшӑнчӗҫ. Пухӑннисем малтанах музейри экспонатсемпе паллашрӗҫ.
Хальхи вӑхӑтра кунта виҫҫӗн вӑй хураҫҫӗ: Елена Ивановна Чемалинова музей директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлать, ӑна пулӑшакансем Валентина Ильинична Торейкина методистпа Лариса Валериановна Сядайкина музей пӑхавҫи.
Елена Чемалинова пухӑннисене ҫулталӑк хушшинче пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа кӑтартрӗ, 2015-мӗш ҫулта тума палӑртнӑ культурӑллӑ-массӑллӑ ӗҫсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Музей коллективӗ халӑхӑн культура шайне ӳстерес тесе куллен тӑрӑшать, кунта час-часах экскурсисем, шкул ачисем хушшинче тӗрлӗ викторинӑсем ирттереҫҫӗ. Сӑмахран нумай пулмасть иртнӗ музей каҫӗ те нумайӑшне килӗшнӗ. Елена Чемалинова хӑйӗн сӑмахӗнче музейри экспонатсен шутне ӳстерме тӑрӑшни пирки те асӑнчӗ.
Таврапӗлӳҫӗсем Аслӑ Ҫӗнтерӳпе ҫыхӑннӑ мероприятисенче кашнинех хастарлӑрах пулма сӗнчӗҫ, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче ӗҫленӗ хӗрарӑм-трактористкӑсем, Сӑр хӗрринчи окопсен вырӑнӗсем, ветерансен асаилӗвӗсем ҫинчен хаҫат-журналта ытларах пичетлеме, ку ӗҫе шкул ачисене хутшӑнтарма чӗнчӗҫ. Юлашкинчен пухӑннисем музей ӗҫӗ-хӗлӗ пирки «Музей — это целая в жизни эпоха» (чӑв. Музей — пурнӑҫри пӗр ӗмӗр) хӑтлавпа (презентаципе) паллашрӗҫ.
