Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.5 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпар: Шупашкарта Петр Чичкановӑн асӑну каҫӗ иртнӗ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 15.01.2010 19:08 | 1702 хут пӑхнӑ

Ҫак кунсенче, «Хыпар» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишшин музейӗнче Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ художникӗн, Украина культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗн, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ преми лауреачӗн Петр Чичкановӑн (1922-2008) асӑну каҫӗ иртнӗ. Паллӑ ӳнерҫӗ, писатель, журналист хӑйӗн кун-ҫулне сумлӑ поэтӑмӑрӑн Ҫеҫпӗл Мишшин пултарулӑхне тӗпчессипе ҫыхӑнтарнӑ. Ҫак ӗҫе вӑл 1949 ҫулта, ҫар хаҫатӗнче ӗҫленӗ чухнех, пуҫӑннӑ: сӑвӑҫӑн портретне ӳкерме пуҫланӑ. Каярах Ҫеҫпӗлпе ҫыхӑннӑ тӑрӑхсене — Теччӗне, Кейӗве, Симферополе, Евпаторие, Остера — ҫитсе килнӗ, сӑнӳкерчӗксем тунӑ, асаилӳсем ҫырса илнӗ. Петр Чичканов тӑван чӗлхепе виҫӗ кӗнеке кӑларнӑ; «Кӑвар чӗре» (1965), «Ҫӗн Кун ачи» (1989), «Сенкер Десна» (1992). Йӑхташӑмӑр ҫавӑн пекех асӑннӑ музее йӗркелес ӗҫе те хастар хутшӑннӑ.

Асӑну каҫне Раҫҫей Писательсен пӗрлӗхӗн пайташӗсем Лидия Сарине, Зоя Сывлӑмпи, Н.Пӑрчӑкан, музей ӗҫченӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем Петр Чичканов пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ хак панӑ: картинисене тишкернӗ, Ҫеҫпӗл Мишши ҫинчен ҫырнӑ хайлавсемпе тепӗр хут паллашнӑ, сӑвӑсем каланӑ.

 

Хыпар ҫӑлкуҫӗ

#Шупашкар, #музейсем, #асӑну каҫӗсем, #Ҫеҫпӗл Мишши

 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем