Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑ тӑрӑхӗнче пурӑнакан Геннадий Пантелеймоновичпа Валентина Васильевна Елисеевсем ҫак кунсенче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Маттур мӑшӑра район администрацийӗн тата ЧР Юстици министерствин специалисчӗсем, тӑванӗсемпе ҫывӑх ҫыннисем, ачисемпе мӑнукӗсем, Карапай Шӑмӑршӑри «Шӑнкӑрав» фольклор ансамблӗ саламлама пынӑ.
Елисеевсем ӑшӑ та ырӑ сӑмахсене чӑннипех те тивӗҫ. Геннадий Пантелеймонович тивӗҫлӗ канӑва тухичченех Киров ячӗллӗ колхозра зоотехникра ӗҫленӗ. Ӑна нумай ҫул чунне парса ӗҫленӗшӗн «Хисеп палли» орденпа чысланӑ, «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ зоотехникӗ» ята панӑ. Вӑл халӗ те ялти ӗҫсене хастар хутшӑнать. Вӑл – Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗн хисеплӗ гражданинӗ.
Валентина Васильевна шкулта математика вӗрентекенӗнче, директор ҫумӗнче вӑй хунӑ. Унӑн «Халӑх вӗрентӗвӗн отличникӗ» ят пур.
Елисеевсем тӑватӑ ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ, тивӗҫлӗ пӗлӳ илме пулӑшнӑ. Ҫемье Карапай Шӑмӑршӑ ял тӑрӑхӗнче тӗслӗх шутланать.
Сӑнсем (5)
