 Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
      Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.  
     Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
      Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ... 
     Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
      Сутатӑп Хурăн  вутти  Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха... 
     
 Кӑҫал эпир Раҫҫей Федерацийӗнчи Литература ҫулталӑкне, Чӑваш Республикинчи Константин Иванов ҫулталӑкне халалласа литература конкурсӗ пуҫарнӑччӗ. Ӑна «Нарспин» пӗрремӗш куҫаруҫине, Тӑван ҫӗршывшӑн пуҫне хунӑ паллӑ поэта Андрей Петтоки (1905–1942) ячӗпе ирттерте шут тытрӑмӑр.
Литӑмӑртун пӗрремӗш тапхӑрӗ — хайлавсене йышӑнасси вӗҫленчӗ. Конкурса тӑратнӑ хайлавсемпе эсир пирӗн электронлӑ вулавашра паллашма пултаратӑр. Тӗрлӗ тӑрӑхран пурӗ 39 хайлав ҫитрӗ — те литература конкурсӗсем кӑҫал унсӑр та йышлӑ пулнӑран, те ачасене хавхалантаракан сӑлтав ҫукран нумаях хутшӑнмарӗҫ.
Ушкӑнсене вара ҫапла пайлас терӗмӗр: 6–7 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); 8 классем (сӑвӑ, 8 ӗҫ; проза, 5 ӗҫ); 9–11 классем (сӑвӑ-калав, 5 ӗҫ); аслисем (сӑвӑ, 5 ӗҫ; проза, 9 ӗҫ). Пурӗ ҫапла 6 ушкӑн йӗркеленчӗ. Пысӑкрах ушкӑнсене темиҫе 2-мӗш, темиҫе 3-мӗш вырӑн уйӑрӑпӑр.
Хальхи вӑхӑтра вара — ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен — хутшӑнакан хайлавсен сасӑлав тапхӑрӗ пырать. Сирӗн кӑмӑла каяканннишӗн сасӑлас тесен хӑвӑрӑн шухӑша кӗртмелле (хайлав айӗнче). Камӑн ытларах пухӑнӗ — ҫав «Вулакансен кӑмӑлне каякан хайлав» номинацире ҫӗнтерӗ. Асӑрхаттару: тӗп пайра вырӑн илейменнисем кӑна ку номинацире ҫӗнтерейреҫҫӗ.
Литӑмӑрту пӗтӗмлетӗвне ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗнче пӗлтерӗпӗр. Чыслава та ҫывӑх вӑхӑтрах йӗркелеме планлатпӑр.
