Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +18.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑвашлӑх: Финн вӑрҫин паттӑрӗсене асӑнса Питӗр чӑвашӗсем чечек хунӑ

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Галина Никитина 14.05.2015 07:44 | 1713 хут пӑхнӑ
Чӑвашлӑх

Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунне Питӗр чӑвашӗсен пайташӗсем финн вӑрҫинче паттӑррӑн ҫапӑҫса пуҫне хунӑ, Ленинград тӑрӑхӗнче тӑванла масарта пытарнӑ Сергей Бутяков вилтӑпри ҫине кайса килнӗ. Ушкӑнра Ваттисен Канашӗн ертӳҫи Виталий Золотов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ художникӗ Станислав Кошкин, «Парне» чӑваш ансамблӗн ертӳҫи Татьяна Ильина, малтан чӑваш центрӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ Юлий Леонтьев, Шалти ӗҫсен министерствин полковникӗ Николай Парфенов, Святослав Ларионов юрист, чӑваш ентешлӗх хастарӗсем Николай Васильевпа Валерий Филиппов тата наципе культура автономийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Живов хӑйӗн улттӑри Михаил мӑнукӗпе пулнӑ.

Чӑваш пайташӗсене Ленинград облаҫӗнчи Красноозер тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Юрий Заремский кӗтсе илнӗ. Вӑл унти вырӑнпа паллаштарнӑ тата ҫавӑнта пытарнӑ паттӑрсен вилтӑприйӗсем ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Вӗсен хушшинче чи малтисен шутӗнче Совет Союзӗн Геройӗ ята тивӗҫнӗ Сергей Бутяков та пулнине палӑртнӑ. Тӑванла масар ҫинчи хурлӑхлӑ митинга Приозерск тӑрӑхӗнче пурӑнакан ветерансем, шкул ачисем, ахаль ҫынсем, nypӗ ukҫӗpe яхӑн ҫын пуҫтарӑнчӗ тесе пӗлтернӗ Чӑваш наци конгресӗн сайтӗнче.

Питӗр чӑвашӗсем «Эсир пирӗн ӗмӗp acӑмӑртa. Питӗр чӑвашӗсенчен» тесе ҫырнӑ чечек кӑшӑлне палӑк умне хунӑ.

#Ҫӗнтерӳ кунӗ, #Питӗр, #палӑксем, #вӑрҫӑсем, #чӑвашсем, #Раҫҫейре

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://chnk.ru/a/news/372.html
 

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем