Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Хулара
![]() Атӑлӑн Шупашкарӑн Мускав районӗнчи ҫырӑнӗнчен кимӗсене тӗп хулан тепӗр районне, Гремячево текеннине, куҫарасшӑн. Кимӗсене ҫырана ҫирӗплетнӗ лартнӑ территорире лартма юраманни пирки ҫутҫанталӑка сыхлакан прокуратура та кимӗ хуҫисене пӗлтернӗ иккен. Унтан та ытларах — прокуратура кимӗсем Атӑлӑн ҫыранӗнче саккунлӑ мар майпа ларнине ҫирӗплетме суда та тавӑҫпа тухнӑ. Тӳре те тивӗҫлӗ йышӑну кӑларнӑ. Кунсӑр пуҫне Ҫутҫанталӑк министерстви, Строительство министерстви тата хула администрацийӗ кимӗ хуҫисене вӑл вырӑнтан куҫарасшӑн иккен. Кимӗ хуҫисем Гремячево тӑрӑхне куҫас килменнине депутатсенчен те пулӑшу ыйтаҫҫӗ иккен. Вӗсем Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашне ҫитнӗ. Гремячево текен района каяс килменнисем «Тӳрӗ кӑмӑллӑ Раҫҫей» партие тӗмсӗлеҫҫӗ иккен. Анчах саккунлӑ йышӑнӑва вӑл та пӑрахӑҫлаттараймӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |