Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче ӗҫлекен Алевтина Семенова Раҫҫейӗн Театр ӗҫченӗсен союзӗн патшалӑх стипендине тивӗҫнӗ. Талпӑнуллӑ артист конкурса вӑрҫӑ ҫинчен ҫырнӑ инсценировкӑпа (пьесӑпа) хутшӑннӑ. Ӑна театрта ачасем валли лартма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Алевтина хӑй те амӑшӗ пулнӑ май ачасем питех вулама юратманнине аван пӗлет. Анчах вӗсене те кӑсӑклантарма пулать. Кӗнеке урлӑ мар тӑк, драматурги урлӑ. Ҫавӑнпа та вӑл хӑйӗн ӗҫӗнче вӑрҫӑ ҫинчен документлӑ кадрсемпе усӑ курасшӑн. Ӑна пысӑк киноэкран ҫинче кӑтартасшӑн.
Алевтина Семенова (Бранькова) 1982 ҫулта Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. 2005 ҫулта Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтӗнчен драма ӳнерӗн тата кино артисчӗ пулма вӗренсе тухнӑ.
Авӑнӑн 13-мӗшӗнче ҫӗрле Муркаш районӗнчи Иштерек ялӗнче пушар алхаснӑ. Инкек 32 ҫулти арҫыннӑн кил-хуҫалӑхӗнче пулнӑ.
Пушар сарая, утӑ упрамалли вырӑна сиенлетнӗ. Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, килти выльӑх-чӗрлӗхе ҫӑлма май килнӗ: 10 сурӑха, пӗр ӗненепе пӑрӑва урама илсе тухнӑ.
Ӗнер Красноармейски районӗнчи Кайри Карӑк ялӗнче те пушар пулнӑ. Унта мунча ҫуннӑ. Шупашкар районӗнчи Апаш ялӗнче вара пушара пула выльӑх-чӗрлӗх тӗп пулнӑ.
Чӑваш Республики урлӑ «Атӑл» М-7 трасса 15 ял-хула патӗнчен иртет. Федераци ҫулӗ пулнӑ май машинӑсем йышлӑ хутлаҫҫӗ. Иртен-ҫӳрене каҫса ҫӳреме кансӗр. Ҫавна шута илсе автобус чарӑнӑвӗсем тата ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли ҫул патӗнче хунарсем ҫаксан аван.
«Волго-Вятскуправтодор» федерацин хысна учрежденийӗн халӑхпа ҫыхӑну тытакан специалисчӗ Лира Нурсаитова пӗлтернӗ тӑрӑх, хунарсене М-7 ҫулӑн Чӑваш Енри виҫӗ участокӗнче вырнаҫтарӗҫ: Кипечкасси (км 629+511 — км 630+010), Шупашкаркасси (км 632+202 — км 632+652) тата Апаш (км 665+473 — км 665+91) тӗлӗнче.
Питтикасси тата Энтри Пасар ялӗсем патӗнче светофор вырнаҫтарӗҫ.
Йӗпреҫ районӗнче республикӑри чи лайӑх халӑх театрӗсен тата драма ушкӑнӗсен «Тамаша» республикӑри V фестивалӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ клубри 7 коллектив хутшӑннӑ.
Ҫӗнӗ Шупашкарти «Химик» культура ҫуртӗнчи ушкӑн (режиссерӗ А. Алексеева) Т. Петӗркки пьеси тӑрӑх лартнӑ «Ҫӗрлехи ҫиҫӗм» спектакле Ҫӗнӗ Эйпеҫре кӑтартнӑ. Шупашкар районӗнчи Апашри клуб-музей (режиссерӗ О. Ерилеева) Е. Орлован «Шутсӑр пурӑнас килет» пьеси тӑрӑх хатӗрленӗ ӗҫпе Пучинкере пулнӑ. Элӗк районӗнчи халӑх театрӗ (режиссерӗ И. Афанасьева) Н. Сидоровӑн «Пуҫана тӑк пуҫана» камитне Кӗлӗмкассинче кӑтартнӑ. Туҫара Тӑвай районӗнчи Енӗш Нӑрвашри (режиссерӗ З. Васильева) хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем Н. Айзманӑн «Шикли шикленнӗ – кӗрӗк пӗркеннӗ» камичӗпе пулнӑ. Энтриеле Муркаш районӗнчи Орининри (режиссерӗ А. Андреев) артистсем Н. Терентьевӑн «Ҫӗмӗрт шап-шурӑ ҫеҫкере» пьесипе кайнӑ; Чӑваш Тимеше — Н. Сидоровӑн «Кӳршӗ хӗрӗ» ӗҫпе Вӑрнарти халӑх театрӗ; Ирҫе Ҫармӑса — Вӑрнар районӗнчи Чӑрӑшкас Хирлепри (режиссерӗ О. Ефремова) Л. Казанцеван «Кученеҫ упӑшка» камичӗпе.
Шупашкар районӗнчи Апашра ӗҫлесе пурӑнакан усламҫӑ-хӗрарӑм шалу тӳлесшӗн пулман. Ҫавӑншӑн суд приставӗсем унӑн телевизорне, карас телефонне тата машинине арестленӗ.
46 ҫулти хӗрарӑм патӗнче пӗр арҫын строительство ӗҫӗпе аппаланнӑ. 177 пин тенкӗлӗх ӗҫ пурнӑҫланӑ вӑл. Кун хыҫҫӑн кун иртнӗ. Хӗрарӑм-усламҫӑ шалу тӳлеме васкаман. Аптӑранӑ енне арҫын суда ҫитнӗ.
Тӳре арҫынна майлӑ пулнӑ. Ара, ӗҫшӗн тӳлемеллех-ҫке. Суд йышӑнӑвне кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче суд приставӗсем патне ярса панӑ.
Усламҫӑн «Great Wall» машинине суд приставӗсем Кӳкеҫре ҫул-йӗр инспекторӗсемпе ирттернӗ рейд вӑхӑтӗнче асӑрханӑ. Парӑм пысӑккине кура автотранспорта арестленӗ.
Хӗрарӑмӑн шалу парӑмне татма 10 кун пур. Ахальлӗн суд приставӗсем машинӑна сутса ярӗҫ, парӑма ҫав укҫа шучӗпе саплаштарӗҫ.
Паян, нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, Шупашкарта Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн черетлӗ сессийӗ иртнӗ, тӗп ыйтӑвӗ Патшалӑх Канашне ертсе пыракана суйласси пулнӑ. Ҫапла майпа Альбина Егорова председатель должноҫне йышӑннӑ. Кун пирки «Правда ПФО» интернет-кӑларӑм хыпарлать.
Хайхи ҫӑлкуҫ пӗлтернӗ тӑрӑх, Патшалӑх Канашӗн ҫак ларӑвӗнче председателе ҫирӗплетмешкӗн «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин Чӑваш Енри уйрӑмӗн депутачӗсем иртнӗ ларура вӑрттӑн сасӑлав ирттерсе Альбина Егоровӑн кандидатурине сӗннӗ.
Аса илтерер, Альбина Егорова 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкар районӗнчи Апашра ҫуралнӑ. Питӗрти патшалӑх техника университетӗнче экономиста вӗреннӗ. Ултӑ ҫул хушши Чӑваш Енӗн конкурентлӑ политикӑпа тариф службине ертсе пынӑ, 2016 ҫултанпа Патшалӑх Канашӗн предселателӗн ҫумӗнче — хысна, финанс тата налуксем енӗпе ӗҫлекен комитет пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Валерий Филимонова председательтен кӑларсан ун тивӗҫӗсене пурнӑҫласа пынӑ.
Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗнче ӗнер пуҫлӑхсем ылмашнӑ. Ҫук-ха, спикер мар. Парламентри партисенчен пӗрин, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» фракцин, ертӳҫине улӑштарнӑ. Асӑннӑ партин депутачӗсен лидерӗ пулма Альбина Егоровӑна шаннӑ. Вӑл — парламентӑн ертӳҫин ҫумӗ.
Альбина Егоровна — Шупашкар районӗнчи Апаш ҫынни. Унтах пурӑнать. Шупашкар район администрацийӗнче чылай ҫул ӗҫленӗ. Унта вӑл район администрацийӗн пуҫлӑхӗн пӗрремӗш ҫумӗнче те тӑрӑшнӑ.
«Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партин фракцин ертӳҫинче малтан Вячеслав Рафинов пулнӑччӗ. Сӑмах май, вӑл та — Шупашкар район ҫынни.
«Социаллӑ политика енӗпе ӗҫлекен комитет ертӳҫи пулнӑ май унта та ӗҫ ҫитет. Отставкӑна яма хам ыйтрӑм», — пӗлтернӗ Вячеслав Рафинов Александр Белова журналиста.
Шупашкар районӗнчи Апаш ҫывӑхӗнчи пӗвере акӑшсем пурӑнаҫҫӗ. Тӳрех палӑртар: ку кайӑка Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Вӗсене тытма юрамасть. Куншӑн уголовлӑ майпа явап тыттараҫҫӗ.
Ытти районта пурӑнакан ҫынсем те акӑшсене курма килеҫҫӗ. Вырӑнти халӑх каланӑ тӑрӑх, ҫак кайӑксем ку пӗвене темиҫе ҫул килеҫҫӗ ӗнтӗ. Анчах кӑҫалхи пек йышлӑн килни ку таранччен пулман.
Светлана Федорова каланӑ тӑрӑх, иртнӗ ҫулсенче 5-6 акӑш килнӗ. Кӑҫал вара вӗсем саккӑрӑн. Ял халӑхӗн акӑшсене пӑлхантарасран асӑрханать. Хӑнасене те шӑпрах пулма ыйтаҫҫӗ.
Елчӗк ҫерӗ ҫинче ҫуралса ӳснӗ, пӗр вӑхӑтра Шупашкар районӗнчи Апаш ял тӑрӑхне, кайран Шупашкар районӗнче ял хуҫалӑх пайне, унтан район администарцине ертсе пынӑ Анатолий Князева Коми Республикин вице-премьерне ҫирӗплетнӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхӑн официаллӑ сайтӗнче паян пӗлтернӗ.
Аса илтеретпӗр, кӑҫалхи ҫуркунне ӑна асӑннӑ Коми Республикин ял хуҫалӑх министрне лартнӑччӗ. Унта ҫул тытиччен Анатолий Князев чӑваш парламенчӗн депутачӗ пулнӑччӗ, маларах вара Патшалӑх Канашӗнче вице-спикер должноҫне йышӑннӑччӗ.
Коми Республикин ҫӗнӗ правительствинче унчченхи министрсенчен хӑшӗсем пукансӑр юлнӑ. Чӑвашран кайнӑ Анатолий Князева вара министр должноҫӗнчех хӑварнӑ, унсӑр пуҫне яваплӑхне те ӳстернӗ.
Шупашкар районӗнчи Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх кооперативӗнче ҫынсене ҫӗршывра ҫирӗплетнӗ чи пӗчӗк шалуран, 7500 тенкӗрен те, сахалтарах тӳленӗ.
Пӑтӑрмаха Шупашкар районӗнчи прокуратура ӗҫ укҫине епле тӳленине тӗрӗсленӗ чухне асӑрханӑ. Кунсӑр пуҫне Апашри хуҫалӑхра (Ленин ячӗллӗ ял хуҫалӑх производство кооперативӗн кантурӗ унта вырнаҫнӑ) ӗҫ укҫипе те вӑхӑтра татӑлма васкамаҫҫӗ иккен.
Ӗҫ саккунне пӑснӑ хуҫалӑх ертӳҫи тӗлӗшпе прокуратура административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материала республика Ӗҫ инспекцийӗ пӑхса тухнӑ хыҫҫӑн директора 5 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.
Сӑмах май каласан, асӑннӑ районти панкрута тухас патне ҫитнӗ «Чӑваш бройлерӗ» чӑх-чӗп хапрӑкӗнче те ҫынсене вӑхӑтра шалу тӳлемеҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.05.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.