Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Байконур

Раҫҫейре

«Байконур» космодрома Чӑваш Ен делегацийӗ пулнӑ. Аса илтерер: ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче унтан чӑваш элемӗллӗ тата Андриян Николаева ӳкерсе хунӑ ракета космоса вӗҫсе хӑпарнӑ. Ҫав кун

космодромра Чӑваш Ен делегацийӗ пулнӑ. Йыша тӳре-шарапа пӗрлех ача-пӑча та кӗнӗ.

Груз турттаракан карапа тӗнче уҫлӑхне хӑпартнине курма республикӑн пӗрремӗш вице-премьерӗ – финанс министрӗ Михаил Ноздряков, вице-премьер – экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов, промышленность тата энергетика министрӗ Евгений Герасимов, Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗн ертӳҫи Вячеслав Борисов, Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн ертӳҫи Наталья Николаева, Шупашкарти «Ҫеҫпӗл» предприятин директорӗ Владимир Бакшаев тата Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи А.Г. Николаев ячӗллӗ мемориал комплексӗн директорӗ Александр Тукмаков тухса кайнӑ.

Физикӑпа, астрономипе, космоспа кӑсӑкланакан, тӗрлӗ конкурсра ӑмӑртура палӑрнӑ ачасене те инҫе ҫула илсе кайнӑ.

 

Вӗренӳ

Ҫӗмӗрлери 8-мӗш гимназире вӗренекен Дмитрий Ильин Байконурта пулнӑ. Унта вӑл «Союз ТМА-14М» карапа вӗҫтерсе янине курнӑ. «Астӑвӑм ӗмӗрлӗхе», — тенӗ ача унта пулнӑ хыҫҫӑн.

Байконура ача Уйӑх тата Марс ҫиелти сийне тӗпчемелли «Космос филерӗ» хатӗр шухӑшласа кӑларнӑшӑн кайма тивӗҫнӗ. Роботшӑн ӑна путевкӑпа хавхалантарнӑ.

Дима Ильин каланӑ тӑрӑх, карапа вӗҫтерсе янӑ самантра массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем, космонавтсен тӑванӗсем, Роскосмосра ӗҫлекенсем пулнӑ. Вӗсем «Гагарин старчӗ» текен старт лапамра пухӑннӑ.Космомс тӗллевӗллӗ «Союз-ФГ» ракетӑна «Союз ТМА-14М» транспорт карапне орбитӑна кӑларма кӑларса янӑ. 528 ҫеккунтран карап ракета-носительтен ӑнӑҫлӑ уйрӑлнӑ. Карап экпиажӗн йышне Александр Самокутяев Роскосмос космонавчӗ ертсе пырать, бортинженерӗсем — Елена Серовапа (Роскосмос) Барри Уилмора (NASA).

Сӑнсем (6)

 

Ҫурт-йӗр

Ыран Шупашкар хула администрацийӗ умӗнче ҫурт-йӗрпе строительство кооперативӗн пайташӗсен пикечӗ иртмелле. Вӗсем «Байконур» текен микрорайонти пурӑнмалли ҫурта кӗрейменнишӗн пухӑнӗҫ.

Ҫынсене ҫурта пурӑнма кӗме хула администрацийӗ ӑна тӑвакан организаципе судлашни кансӗрлет иккен. Пикета 50 ҫын ытла тухмалла. Вӑл 17 сехет те 30 минутран пуҫласа 19 сехетчен пымалла.

«Байконур» микрорайона тума 2004 ҫулхи кӑрлачӑн 23-мӗшӗнче ирӗк илнӗ иккен. Нумай хваттерлӗ ҫурта тӑвакан компани Арбитраж судӗнче ҫурта хута яма ирӗк пуррине ҫирӗплетсе панӑ. Хула администрацийӗ вара унта ҫурт тума ирӗк пулман тесе туса лартнӑ ҫурта пӑстарасшӑн-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/news/view/71942
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 18

1972
54
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1987
39
Осипов Пётр Николаевич, чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи вилнӗ.
1990
36
Дементьев Алексей Алексеевич, генерал-полковник ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть