Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: ЗАГСсем

Хулара

Ашшӗ-амӑш хӑйсен ывӑл-хӗрне сайра тӗл пулакан ят пама ӑнтӑлать. Ҫакӑн пек талпӑннине Шупашкар хулин загсӗнче ӗҫлекенсем асӑрханӑ.

Республикӑн тӗп хулинче пӗрисем хӑйсен хӗрне «Яра» тесе чӗнеҫҫӗ. Ку ят хӗвеллӗ, кӑра, ҫине тӑракан тенине пӗлтерет иккен. Ашшӗ-амӑшӗ шухӑшланӑ тӑрӑх, ята кура ҫын пурнӑҫӗ, унӑн шӑпи йӗркеленӗ.

Хула ҫыннисене халь ҫеҫ асӑннӑ Ярӑсӑр пуҫне Таисия, Майя, Маргарита, Эмилия, Надежда, Розалина, Мишель ятсем килӗшеҫҫӗ. Арҫын ачасем валли вӗсем Николай, Родион, Семен, Прохор, Леон, Гордей, Азаль.

 

Чӑвашлӑх Олег Цыпленков тунӑ сӑн
Олег Цыпленков тунӑ сӑн

«Сӑвар, чунҫӳрев» ушкӑнра Олег Цыпленков пӗлтернӗ тӑрӑх Йӗпреҫри ЗАГСра, ҫамрӑк мӑшӑрсене ҫырӑнтаракан аслӑ пӳлӗмре, Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсене вырнаҫтарман. Олег Михайлович тӗлӗнет: е Йӗпреҫ районӗ Чӑваш Республикине кӗме пӑрахнӑ, е йӗпреҫсем Чӑваш Республикин символӗсене кӑмӑлламаҫҫӗ.

Чӑваш Республикин «Чӑваш Республикин патшалӑх символӗсем ҫинчен» саккун тӑрӑх ЗАГС-сенче Чӑваш Республикин ялавӗ ҫакӑнса тӑмалла. Кӑна ҫак саккунӑн 4 статьин 4 пункчӗ ыйтать. Гербӗ пирки вара саккун унашкалах ҫирӗп мар.

 

Раҫҫейре

Раҫҫей загсӗсем 16 сехетлӗ ӗҫ вӑхӑчӗ ҫине куҫма пултараҫҫӗ. Е, тен, ҫӗрӗпе ӗҫлеме те. Ҫакӑ пӗрлешес текенсем йышланнипе ҫыхӑннӑ-мӗн. Ун пек сӗнӗве РФ Юстици министерствин Общество канашӗн пайташӗ Владислав Гриб асӑннӑ канаш ларӑвӗнче пӑхса тухма хатӗрленине «Известия» хаҫат пӗлтернӗ.

Пӗрлешес тесе черетре тӑни, Гриб шучӗпе, тӗрӗс мар. Загсен ӗҫ графикне ылмаштармаллах. Пысӑк хуласенче вӗсен каҫхи 11–12 сехетчен те пулин ӗҫлемеллех.

Каҫхине мӑшӑрланас текенсен патшалӑх пошлинине ытларах тӳлемелле. Ку шухӑша та Гриб каланӑ. Ҫакна Общество канашӗн пайташӗ каҫхине ӗҫлекенсене хушса тӳлемеллипе сӑлтавланӑ.

Ӗҫ вӑхӑтне хайхи ялан вӑрӑм тутарасшӑн мар иккен. Пӗрлешекенсем уйрӑмах йышлӑ вӑхӑтра кӑна ӑна загсене нумайрах ӗҫлеттересшӗн. Ку вӑхӑт ҫуллапа кӗркуннене лекет. Ялти загсен вара унчченхиллех ӗҫлесен те тем мар.

 

Статистика Алена Мурайкинан мӑшӑрне, Максим Геннадьевича, — ывӑл ҫуралнине ӗнентерекен хут панӑ самант
Алена Мурайкинан мӑшӑрне, Максим Геннадьевича, — ывӑл ҫуралнине ӗнентерекен хут панӑ самант

Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассишӗн вырӑнти ЗАГСра ӗҫлекенсем хӑйсем ача ҫуратаҫҫӗ. Акӑ еплерех ҫырса пӗлтернӗ асӑннӑ район сайтӗнче, «Хӗрлӗ Чутай район администрацийӗн ЗАГС пайӗн йышӗ пысӑк мар. Унти штатра икӗ ҫын кӑна, пуҫлӑх тата специалист. Анчах ҫакӑ вӗсене районти демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатассине, ҫемье тата ҫемье пахалӑхӗн хисепне обществӑра ӳстерессине хӑйсен тӳпине хывма кансӗрлемест».

«Демографи лару-тӑрӑвне лайӑхлатма, чӑн та, енчен ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем мар тӑк тата кам мӗнпур вӑя хутӑр?» — тесе шухӑшлать информаци авторӗ. Унтан хайхискер унтан асӑннӑ пай ӗҫченӗсем — Алина Мурайкинапа Алена Ильина — пирки сӑмах пынине уҫӑмлатать. «Хӑйсен ӗҫӗн пӗлтерӗшне шута илсе нумай хӗрарӑма, районти амӑшӗсене тӗслӗх кӑтартаҫҫӗ», — пӗтӗмлетет автор.

Сӑмаха ҫирӗплетме вӗсем иккӗшӗ те виҫҫӗмӗш ача ҫуратнине хыпарлать. Пӗрин пепкин виҫине те асӑнса хӑварнӑ.

Сӑнсем (4)

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.03.2024 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 1 - 3 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Мухтанмалли пур, анчах ăнăçусемпе мухтанма ан тăрăшăр. Сирĕн вăй пухма, ăна кăтартма тивĕ, тĕллевсене çĕнсе илес тесен тăрăшмалла. Ку эрнере ĕç ăшнех путатăр, яваплăх ÿссех пырĕ. Çынсенчен тимлĕх кăна ыйтса лартмалла мар, вĕсемшĕн те мĕн те пулин тумалла. Канмалли кунсене çемьепе, тăвансемпе ирттерĕр.

Пуш, 28

1915
109
Дедушкин Николай Степанович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
1983
41
Шамбулина Алина Валерьевна, чӑваш тележурналисчӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та