
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Иркутскри сцена ҫине тухӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 3-мӗшӗнче вӗсем унта Н. Гоголь повеҫӗ тӑрӑх лартнӑ «Шинель» романтикӑлла драмӑна кӑтартӗҫ.
Аса илтерер: асӑннӑ спектакль Культура.рф порталӑн чи лайх трансляцийӗсен йышне лекнӗччӗ. Чӑвашсен «Шинель» спектакльне пӗр каҫра 58 604 хутчен пӑхнӑччӗ.
Шупашкарти артистсем «Байкал талисманӗ» театр фестивальне хутшӑнма хатӗрленеҫҫӗ.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав вӑхӑтрах йӑхташӑмӑрсем «Чӑвашсен ҫӗр ӗҫӗ Акатуйран Чӳклеме таран» фестиваль ирттерме палӑртнӑ.

Чӑваш патшалӑх ҫамӑксен театрӗ кӑҫал та тӗрлӗ фестивале ҫитӗ.
Утӑ тата авӑн уйӑхӗсенче коллектива Иркутскра иртекен II Пӗтӗм тӗнчери «Байкальский талисман» (чӑв. Байкал талисманӗ) тата Саранскра пухӑнакан Раҫҫейри наци театрӗсен «Театральная осень» (чӑв.~~ Театр кӗрӗ~~) фестивальне йыхравланӑ.
Чӳк уйӑхӗнче ҫамрӑксен театрӗнче Регионсем хушшинчи ҫамрӑксен наци театрӗсен VII «СеспельФЕСТ» («Волжские сказки») фестивалӗ пулӗ.
Хальхи вӑхӑтра театр хӑйӗн 90 ҫулхи юбилейне халалласа кӗнеке кӑларассипе ӗҫлет.

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисткине Наталья Ахмеда «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ» ят панӑ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Наталья Ахмед 1982 ҫулта Иркутск облаҫӗнчи Плишкино ялӗнче ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх культурӑпа ӳнер институтне вӗренме кӗнӗ. 2003 ҫулта ӑна, студент чухнех, Ҫамрӑксен театрӗн труппине илнӗ. Тепӗр икӗ ҫултан хӗр «Драма театрӗпе киновӗн актёрӗ» специальноҫа алла илнине ҫирӗплетекен дипломлӑ пулса тӑнӑ.
Юлашки ҫулсенче вӑл режиссёр ассистенчӗ пулса та ӗҫленӗ, интерактивлӑ спектакльсен режиссёрӗ те.

Иркутск облаҫӗнчи Успенский-3 поселокри культура ҫуртӗнче «Телей» тата «Юрай» чӑваш ансамблӗсем ӗҫлеҫҫӗ. Нумая пулмасть культура ҫурчӗпе учреждени пуҫлӑхӗ Татьяна Прокопчук «Ял тӑрӑхӗнчи культура чи лайӑх учрежденийӗпе ӗҫченӗ» конкурсра ҫӗнтернӗ. Апла пулсан, ҫавӑнта чӑваш ансамблӗсем аван ӗҫленин тӳпи те пур тесе шухӑшлама юрать.
Телеграмри «Пуринчен малтан. Ҫывӑса юлмасан» каналта пӗлтернӗ тӑрӑх, «конкурсра ҫӗнтернӗ май культура учреждени хальхи йышши оборудованипе тивӗҫтерме, музыка инструменчӗсем туянма, сцена ҫи-пуҫӗ илме пулӑшасса шанаҫҫӗ йӑхташӑмӑрсем».

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем кӑҫал тухӑҫ лайӑх пуласса юмӑҫ ярса пӗлнӗ. Кун пирки Телеграмри «Пуринче малтан. Ҫывӑрса юлмасан» каналта хыпарланӑ. Тухӑҫ епле пуласси пирки вара шарламан.
Масляногорскри шкулта чӑваш чӗлхи урокӗнче Надежда Фидикова педагог ачасене йӑла-йӗркепе паллаштарнӑ иккен. Ҫав шутра вӑл юмӑҫ пӑхни ҫинчен те каласа кӑтартнӑ. Каласа ҫеҫ мар, хӑйсем те юмӑҫ ярса пӑхнӑ. Ачасем юмӑҫ пӑхнӑ май пучах ҫыххинчен чи вӑрӑммисене туртса кӑларнӑ-мӗн.

«Центр И2Т» (чӑв. Инклюзивлӑ информаци технологийӗсем) коммерцилле мар организаци куҫ курманнисене компьютера вӗренмелли аудио-лекцисене итлеме сӗнет.
Лекцисен авторӗсем — тифлоинформаци технологийӗсен Раҫҫейри чи лайӑх преподавателӗсем. Вӗсен йышӗнче — Калининградри Сергей Кислицкий, Йошкар-Олари Алексей Смоленцев, Красноярскри Степан Кузнецов, Екатеринбургри Сергей Катаев тата Шупашкарти Николай Парахин. Кӗнекене Иркутскри Эльвира Апсалямова редакциленӗ. Николай Парахин пирки каласан, вӑл — Республикӑри суккӑр ҫынсен библиотекин ӗҫченӗ, унӑн хӑйӗн те куҫӗ курмасть.

Ҫурхи ӗҫсене пӗтерсен чӑвашсем мӗн авалтан Акатуя пуҫтарӑннӑ. Ҫав ырӑ йӑла паян та манӑҫман. Юлашки ҫулсенче ӑна ҫӗршыв шайӗнче ирттереҫҫӗ.
Кӑҫал пирӗн республикӑн тӗп хулинче, Шупашкарта, Акатуй ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесӗнче пурӑнакан йӑхташӑмӑрсем те ҫак уява пуҫтарӑнӗҫ.
Мускавра вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче иртӗ. Йӗркелӳ комитечӗн ларӑвӗнче республика парламенчӗн спикерӗ Леонид Черкесов пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври национальноҫсен ҫуртӗнче наци тумӗсен, ал ӑстисен ӗҫӗсен тата республикӑри предприятисен продукцийӗн куравӗсене йӗркелӗҫ. Сцена ҫине Мускаври, Чӑваш Енри тата ытти тӑрӑхри хӑй тӗллӗн вӗреннӗ артистсем тухӗҫ. Вӑйпиттисем кӗрешӳ мелӗпе хӑйсен вӑйне виҫӗҫ.
Ҫав кунах, ҫӗртме уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, Питӗрте Акатуй иртӗ. Иркутскра ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Акатуя пуҫтарӑнӗҫ, Пенза облаҫӗнче — утӑ уйӑхӗн 2-мӗшӗнче.

Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, 10 сехетре, Шупашкарти ача-пӑчан ӳнер 1-мӗш шкулӗнче Пӗтӗм Раҫҫейри «Гармонь-душа моя» (чӑв. Хуткупӑсӑм, чунӑм манӑн) VIII конкурс пуҫланӗ.
Пултарулӑх ӑмӑртӑвне ҫӗршывӑн 26 субъектӗнчи ӑстасем хутшӑнӗҫ. Ҫав шутра — Ямал-Ненецк, Ханты-Манси автономи округӗнчен, Тӗмен, Челябинск, Томск, Сарту, Рязань, Омск, Оренбург, Чулхула, Кострома, Иркутск, Иваново, Вологда, Архангельск облаҫӗсенчен, Пермь тата Красноярск крайӗнчен, Пушкӑртстанран, Мускавпа Питӗр хулисенчен.
Чулхула облаҫӗнчи, Тутарстанри, Удмурт Республикинчи, Мари Элти тата Чӑваш Енри 140 хуткупӑсҫӑ куҫӑн майпа ӑмӑртӗ, ыттисене куҫӑн майпа хаклӗҫ.

Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсем валли «Моя чувашская семья» (чӑв. Манӑн чӑваш ҫемйи) фотоӗҫсен конкурсне ирттернӗ. Кун пирки асӑннӑ тӑрӑхри йӑхташӑмӑрсен «Юлташ» ассоциацийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева Фейсбукра пӗлтернӗ.
«Конкурс йӗркелӳҫисем тӗп ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртма тӗллев лартман, паллах. Вӗсем Иркутск тӑрӑхӗнче пурӑнакан чӑвашсен пысӑк ҫемйине кӑтартас тенӗ», — уҫӑмлатнӑ Вероника Тимофеева.
Конкурса 20 ҫемье хутшӑннӑ. Сӑнӳкерчӗк тӑрӑх Афероноксен, Быковсен, Белковсен, Ваняркинсен, Ковалевсен, Машугинсен, Салминсен, Никифоровсен, Тимофеевсен ҫемйисем, сӑмахран, хӑйсем йӑла-йӗркене тытса пынине кӑтартас тенӗ курӑнать.

«Маяк» радио эфирӗнче чӑваш культурине аталантарасси пирки калаҫнӑ. Тата уҫӑмлатсарах каласан, Иркутск тӑрӑхӗнче аталантарасси пирки сӑмах хускатнӑ.
Радио эфирне Иркутск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен «Юлташ» автономийӗн ертӳҫи Вероника Тимофеева, ҫавӑн пекех Иркутск облаҫӗн Правительствипе Иркутск облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн общественнӑҫпа тата наци ыйтӑвӗсемпе ӗҫлекен управленийӗн пуҫлӑхӗ Ольга Куриленкова, Белоруҫсен культурин юлташлӑхӗн ертӳҫи Алена Сипакова хутшӑннӑ.
Вероника Тимофеева районсене ӳпкелесе калаҫнӑ. Автономие 8 ҫул ертсе пынӑ вӑхӑтра чӑвашсем пурӑнакан районсенче чӑваш
культурине аталантарас ыйтусемпе ырӑ улшӑну пулманнине палӑртнӑ вӑл. «Муниципалитет пӗрлешӗвӗсем халӑхӑн хӑй тӗллӗнлӗхне сарассипе пуҫарусем тумаҫҫӗ, кӗтсе лараҫҫӗ», — палӑртса хӑварнӑ вӑл. Вероника Тимофеева Залари районне ҫеҫ ырӑпа асӑнса хӑварнӑ.
