Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вутӑн алли те, ури те вӑрӑм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: Йошкар-Ола

Статистика Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ
Шупашкар / Н. Плотников сӑнӗ

Пурӑнма илӗртӳллӗ хуласен танлаштарӑшӗнче (рейтингӗнче) Шупашкар хулин илӗртӳлӗхӗ пӗлтӗр виҫӗм ҫулхинчен 76 пункт чакса 125-шне йышӑннӑ. Кунта пӗтӗмпе 165 хула хутшӑннӑ. Кун пирки Раҫҫейри инженерсен союзӗ хыпарланӑ.

Танлаштарӑша хатӗрлекенсем халӑх йышне, медицинӑпа демографи лару-тӑрӑвне; ҫынсен пурнӑҫ шайне; социаллӑ, ҫул-йӗр, инженери инфраструктурисене; хула экономикине; ҫурт-йӗр секторӗн аталанӑвне; ҫурт-йӗр туянма майсем пуррипе ҫуккине; инноваци шайне; кадрсен енӗпе лару-тӑру еплине; ҫутҫанталӑкпа экологи тӑрӑмне шута илнӗ.

Малтанхи пилӗк вырӑна Мускав, Питӗр, Краснодар, Подольск тата Екатеринбург хулисем ҫӗнсе илнӗ. Хусан улттӑмӗш вырӑна тухнӑ. Вӑтам Атӑлҫи тӑрӑхне кӗрекен хуласенчен Элмет, Анат Кама, Чулхула, Чуллӑ Ҫыр, Ижевск, Димитровград, Самар, Сарӑту, Пенза, Тольятти рейтингра Шупашкартан ҫӳллӗрех вырӑн йышӑннӑ. Чӑваш Ен тӗп хулине Чӗмпӗр, Саранск, Сызрань, Йошкар-Ола тата Сарапул хулисем ҫитеймен.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://www.irekle.org/news/i1575.html
 

Иртнӗ кунсенче Трак тӑрӑхӗнчи шкулсенче истори, географи тата общество пӗлӗвӗ вӗрентекенсен ушкӑнӗ — 18 вӗрентекен — Чӑваш Республикипе юнашар вырнаҫнӑ кӳршӗ Мари ел Республикин шӗкӗр хулине ҫул тытнӑ. Йошкар-Олара вӗсем хула центрӗнче ҫӗкленекен ҫӗнӗ архитектура микрорайонне ҫитсе курнӑ, тӗрлӗ паллӑ вырӑнсенче экскурсире пулнӑ.

Вӗрентекенсене уйрӑмах ҫармӑссем хӑйсен тӗп хулин историне, унпа ҫыхӑннӑ паллӑ ҫынсен ячӗ-шывне ҫӗклеме тӑрӑшни кӑмӑла кайнӑ тата Европа шайӗнче тӑракан архитектура ҫурчӗсемпе парксем, урамсемпе лапамсем ҫӗклеме вӑй-хал ҫитерни тӗлӗнтернӗ. Экскурсие йӗркелекенӗ — районти методика пӗрлешӗвӗн ертӳҫи, Красноармейски шкулӗн истори вӗрентекенӗ Илларионова Л.Ю.

Вӗрентекенсем ҫак хулана районти шкул ачисене те килсе кӑтартсан вӗсен пӗлӳпе тавракурӑм шайӗ ӳсессе палӑртрӗҫ.

Сӑнсем (65)

 

HeadHunter ирттернӗ рейтинг кӑтартӑвӗсем
HeadHunter ирттернӗ рейтинг кӑтартӑвӗсем

Хулара пурӑнакансем хушшинче 64% лайӑх ӗҫ тупасишӗн Шупашкартан тухса кайма хатӗр имӗш. Кун ҫинчен HeadHunter компанийӗ ӑнӑҫлӑ ӗҫ вырӑнӗсене тӗпчес тӗлӗшпе ирттернӗ рейтингран паллӑ.

Шупашкарта пурӑнакансен 24,16% Мускава пурӑнма, ӗҫлеме кайма хирӗҫ мар. Вӗсен шучӗпе Раҫҫей тӗп хулинче ӗҫпе аталанма та майсем пур, шалу укҫи те самай пысӑк. Иккемӗшпе виҫҫемӗш вырӑна вара Шупашкар ҫыннисем Питӗрпе (9,10% ) Хусана (6,49%) хулисене суйланӑ.

Республикӑн тӗп хуламӑрӑн ҫыннисен шучӗпе ӗҫ вырӑнӗ Чулхулара (4,29%), Йошкар-Олара (1,04%) е Самарта (0,83%) лайӑхрах пулнине шанакансен йышӗ те пӗчӗк мар. Ҫиччӗмӗш вырӑнта Сочи вырнаҫнӑ, ун проценчӗ — 0,8%, саккӑрмӗш вырӑн Чӗмпӗр хулин — 0,7%. Рейтинг кӑтартӑвӗсене Екатеринбургпа (0,63%) Краснодар (0,58%) вӗҫлеҫҫӗ.

Малалла...

 

Тӗнче шайӗнче иртекен Универсиадӑн тӗп символӗ Шупашкар хулине ҫӗртмен 10-мӗшӗнче ҫитет. Тӗнчипе иртекен ҫуллахи XXVII Универсиадӑн Ҫулӑм эстафеттин пуйӑсӗ хӑйӗн ҫулҫӳревне ҫу уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пуҫланӑ. Кашни хулара Ҫулӑм ҫункӑҫӗ темиҫе сехет ҫеҫ пулать. Шупашкара Универсиада символнӗ ятарлӑ пуйӑспа Йошкар-Оларан илсе килӗҫ. Чӑваш республикинче Ҫулӑм эстафети чукун ҫул вокзалӗнчен пуҫланса Хӗрле тӳремре вӗҫленӗ. Ҫавӑнтах хулан ятарлӑ тирӗкӗнче Универсиада Ҫулӑмне чӗртӗҫ.

ЧР вӑй-хал культури тата спортпа туризм министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх эстафета маршручӗ хулан пысӑк университечӗсем тӑрӑх иртӗ, асӑннӑ мероприятие пин студент тата ытти хула ҫынни хутшӑнӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://pg21.ru/newsv2/62767.html
 

Чапаев скверӗнче. Н. Плотников сӑнӗ
Чапаев скверӗнче. Н. Плотников сӑнӗ

Паян, раштавӑн 24-мӗшӗнче Раҫҫейӗн чылай хулисенче иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗпе килӗшменсем митингсене пухӑнчӗҫ. Мускавра, сӑмахран, вӗсен йышӗ 29-120 пинпе танлашнӑччӗ. Ҫавӑн пекех пысӑк пухусем Питӗрте, Самарта, Чулхулара, Ҫӗнҫӗпӗрте, Владивостокра, Красноярскра тата ытти хуласенче иртрӗҫ. Вӗсем Мускаври пек анлӑ иртмен пулин те халӑх вӗсенче те сахал пулман. Питӗр хулинчи митинга, тӗслӗхрен, 2-2,5 пин ҫын пухӑнни пирки сас-хура пур. Юнашар хуласене илес пулсан — Йошкар-Олара пурӗ те 10 ҫын кӑна тухнӑччӗ. Ӗпхӳре — 35 ҫын...

Шупашкарта та унашкал мероприяти иртрӗ. Тӗрӗсрех каласан, иккӗ танах — 12 сехетре коммунистсем Республика тӳремне пухӑнчӗҫ, 14 сехетре вара ыттисем — Чапаев скверӗнче. Чапаев скверӗнче халӑх йышлах марччӗ — 200 ҫын патнелле. ТКР, Панулми, РФКП, ЛДПР парти ҫыннисем курӑнатчӗҫ, ялавӗсем вӗлкешетчӗҫ.

Пуху вӑхӑтӗнче алӑ пустаратчӗҫ, Путина президента ямалла марри пирки сӑмахлатчӗҫ. Митинга вӗҫленӗ май 5 йӗркерен тӑракан резолюцие йышӑнчӗҫ: иртнӗ суйлав пӗтӗмлетӗвӗсене пӑрахӑҫламалла; суйлав саккуне улшӑнусем кӗртмелле; «пурне те хирӗҫ» йӗркене тата суйлава хутшӑнакансен йышӗн чиккине каялла тавӑрмалла; суйлав йӗркине пӑсакансене явап тыттармалла.

Малалла...

 

Страницӑсем: 1, 2, 3, 4, 5, 6, [7]
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (31.10.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир ку эрнере тӗтре ӑшӗнчи кӗпер тӑрӑх чупнӑ пекех: ҫул курӑнмасть пулсан та вӑй кӗнине туятӑр. Пӗчӗк утӑмсем пысӑк кӑтартусем патне илсе ҫитереҫҫӗ. Плансем тӑрук улшӑнни хӑрушӑ мар, хӑш чухне планланинчен урӑхларах тусан та юрать. Эрне вӗҫӗнче эсир тӗрӗс ҫул ҫинче пулнине туятӑр.

Юпа, 31

1927
98
Волков Геннадий Никандрович, преподаватель, прозаик, публицист, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ.
1971
54
Миттов Анатолий Иванович, живописец, график вилнӗ.
1976
49
Волкова Мария Андреевна, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ.
2002
23
Зайцев Алексей Степанович, СССР патшалӑх премийӗн лауриачӗ, производство йӗркелевҫи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем